Пятница, 19 апреля

Ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ

Ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Вениамин Дмитриевич Зимцов 90 çул тултарчĕ.
Вениамин Дмитриевич мĕн ачаран тракторист ĕçне юратнă. 1943 çулта тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. 1944—1949 çулсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра МТСра вăй хунă.
1946 çулта Вениамин Дмитриевичпа Вера Алексеевна Зимцовсем çемье çавăрнă. Лиза, Юрий ачисем çуралаççĕ.
1949 çулхи хĕлле Веня тетен салтак тумне тăхăнма тивет. Вăл икĕ ачипе тата мăшăрĕпе сывпуллашса çара каять. 1951—1953 çулсенче Çурçĕр Корейăна ирĕке кăларассишĕн пынă вăрçа хутшăнать.
Тăван ене таврăнсан 1958 çулччен Шăнкăртамри МТСра трактористра вăй хурать. Ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Красный Октябрь» колхозра тăрăшать.
Вениамин Дмитриевич ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа тума хăнăхнă, малтисен ретĕнче пулнă. 1982 çулта, ĕçре хастар пулнăшăн тата нумай çул хурçă утпа ырă тĕслĕх кăтартнăшăн вăл «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята илме тивĕç пулнă.
Зимцовсем 6 ывăлпа 4 хĕр çуратса, ÿстерсе тата вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, Вера аппа 88 çула çитсе йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.
Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ пулин те тăван киле илсе çитерекен сукмака час-часах такăрлатаççĕ. Инçе çула кĕскетсе тăван тăрăха çитеççĕ.
Паянхи кун сумлă ватă кĕçĕн ывăлĕпе Дмитрийпе тата Надя кинĕпе пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукаçи-асаттене 20 мăнук тата вĕсен 28 ачи куç тулли савăнтараççĕ.
90 çулхи юбилейпе ачисем çеç мар, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев саламларĕç. Инна Николаевна юбиляра Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ. «Вениамин Дмитриевич, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн — тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ Генна- дий Герольдович ватта саламласа.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарса савăнтарчĕç. Ватă çын хăйĕн хавхаланăвне пытармарĕ, хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *