Вторник, 8 октября

Иртни — асрах, пуласлăх – хамăр алăра

Иртни — асрах, пуласлăх – хамăр алăра

Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн çарсем фашистсене çĕнтернĕ хыççăн, Германире Советсен çарĕн ушкăнне туса хураççĕ, унăн командующийĕ Георгий Жуков маршал пулнă. Çак ушкăнăн тĕллевĕ — тĕнчери тăнăçлăха сыхласа хăварасси. Ку ĕç 1945 çулхи июль уйăхĕнче пулса иртнĕ. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Совет çарĕсене Германирен илсе тухма тытăнаççĕ. Истори тăрăх, 1994 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Германирен пирĕн юлашки салтак тухса тăван ене таврăннă…
Пирĕн районта та Германире çарта тăнисем йышлă. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме ятарлă уйрăм йĕркеленĕ, çавна май ветерансем район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене час-часах хутшăнаççĕ, хăйсем те вĕсене йĕркелесех тăраççĕ. Августăн 31-мĕшĕ районти ветерансемшĕн пачах ют мар, çавна май вĕсем районти «Мухтав монуменчĕ» умĕнче пуçтарăнчĕç.
Митинга «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского Договора» обществăлла организацин Чăваш Енри ертÿçин уйрăмĕн çумĕ, запасри подполковник Юрий Филиппов уçрĕ.
— Организаци членĕсем хăйсен тивĕçне туллин, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Эпир ачасене воспитани парас енĕпе те ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕп тивĕç — патриотла туйăма вăратса ăна малалла аталантарса пыма пулăшасси. Иртнине пĕлмесен пирĕн пуласлăх та çук, тымарсăр йывăç вăл — йывăç мар, — терĕ вăл сăмахĕнче, хăйсем туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе. Çавăн пекех вăл тус-юлташĕсене çывхарса килекен пĕлÿ кунĕ ячĕпе те ăшшăн саламларĕ.
Митинга Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, районти ветерансен Канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев тата ыттисем те хутшăнчĕç.
— 1963 çулта Германири Совет çарĕн йышĕнче 386 пин салтак пулнă пулсан, вĕсенчен 46 пинĕ çар-сывлăш вăйĕсен шутланнă. Хĕç-пăшал енчен илес пулсан, унта 7500 танк, 100 тактика ракети, 146 бомбардировщик, 101 шырав самолечĕ, 80 вертолет, 484 хăй тĕллĕн çÿрекен çар хатĕрĕ пулни паллă. Сăмах май, асăннă çар 1968 çулта Прага хулинчи пăлхава пусарма хутшăннă, — Германири Совет çарĕн историйĕпе асăннă организацин районти ертÿçи Анатолий Архипов паллаштарчĕ, туса ирттерме палăртнă ĕçсем çинче те чарăнчĕ вăл. Çапла, ĕмĕт-тĕллев организаци ертÿçин питĕ нумай, анчах та пурне те пурнăçа кĕртме вăхăт тата укçа-тенкĕ кирлĕ.
«Пограничное братство» организацин районти уйрăмĕн председателĕн çумĕпе Геннадий Филипповпа «Морское братство» организаци ертÿçи Евгений Орешкин та митинга хутшăнчĕç.
— Сирĕн те районта палăк уçмалла пултăр, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме сире ăнăçупа çирĕп сывлăх сунатпăр, — терĕç вĕсем пухăннисене.
Мероприяти вăхăтĕнче ассоциаци ертÿçи Валерий Степанов ытти районсенчен килсе çитнĕ ветерансен уйрăмĕсен ушкăнĕсене ялав парса хавхалантарчĕ.
Митингăн иккĕмĕш пайĕ вăрман уçланкинче иртрĕ. Ветерансем унта тĕрлĕрен спорт вăййисене хутшăнчĕç. Ертÿçĕсем пневматика автоматне кам маларах салатса пуçтарнине тĕрĕслерĕç, винтовкăран персе те тупăшрĕç.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *