Пятница, 26 апреля

Терроризм – хăрушă

Терроризм – хăрушă

Сентябрĕн 3-мĕшĕ — Раççей календарĕнчи паллă кун. Çак кун Бесланти террор атакинче инкек курнисене асра тытса терроризма хирĕç кĕрешессинчи пĕр шухăшлăх кунне паллă тăваççĕ. Ăна 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунпа çирĕплетнĕ.
Терроризм — çын пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратакан чи пысăк преступленисенчен пĕри. Террористсем влаçа хапсăнса пур мелпе те хăйсен тĕллевĕ патне талпăнаççĕ, çынсен психики çине витĕм кÿреççĕ, халăхра хăравçăлăх çуратаççĕ. Пусмăра хирĕç тăрасси мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерме çак куна паллă тума йышăннă та ĕнтĕ.
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче терактсенче шар курнисене çеç мар, çăлав операцийĕсем вăхăтĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа пу-çĕсене хунисене те аса илеççĕ. Пирĕн çĕр-шыв çыннисем палăксемпе мемориалсем патне чечексем килсе хураççĕ, траурлă мероприятисене хутшăнса терактсенче инкек курнисене аса илеççĕ. Çак кун районта та нумай мероприяти иртрĕ. Шкулсенче, библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче тĕлпулусем, калаçу сехечĕсем пулчĕç. Пухăннисем «Беслан. Трагедия страны» документлă фильм пăхрĕç. Çавăн пекех выставкăсемпе те паллашрĕç.
Терроризма çĕнтерес тесен пирĕн пурин те пĕрле кар тăмалла, преступниксене хăйсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртме памалла мар. Экстремизмпа террор валли пирĕн çĕр-шывра вырăн ан пултăр, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнар.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *