Четверг, 25 апреля

Çĕрпÿре — çĕнĕ шкул

Çĕрпÿре — çĕнĕ шкул

Августăн 31-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш çĕнĕ вăтам шкул алăкĕсене уçса янă. Ăна «Шкул — 2025» федераллă проектпа килĕшÿллĕн туса лартнă. Уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.
Кăçал Совет Союзĕн Геройĕн М.В.Силантьевăн ячĕллĕ Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул хăйĕн 200 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май шкулăн çĕнĕ çурчĕ педагогсемшĕн те, ачасемшĕн те, хула çыннисемшĕн те чаплă парне пулса тăнă.
Шкул директорĕ Татьяна Баранова хăнасене çĕнĕ шкул çурчĕпе паллаштарнă: «Пур класра та интерактив хатĕр-хĕтĕрĕ вырнаçтарнă, çавăн пекех столовăй, акт тата спорт залĕсем, цифра лабораторийĕсем, робототехника тата 3D-моделировани класĕсем, тир пур».
Çĕнĕ шкула кăçал 1206 ача çÿрĕ. Вĕсенчен 94-шне кунсерен шкул автобусĕсем турттарĕç. Çĕнĕ шкула туса хуни пур ачана та пĕрремĕш сменăра вĕренме май парĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *