Четверг, 25 апреля

Комисси ларăвĕ иртнĕ

Комисси ларăвĕ иртнĕ

Иртнĕ эрнере çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Ларура 6 ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсенчен 4-шĕ административлă йĕркене пăснипе çыхăннă: ашшĕ-амăшĕ тата урăх саккунлă представитель çул çитменнисене воспитани парассипе çыхăннă тивĕçĕсене пурнăçламанни — 1 протокол, юраман вырăнсенче алкоголь шĕвекĕсене ĕçни — 2 протокол, документа ятарласа пăсни — 1 протокол. Пурĕ 1100 тенкĕлĕх 3 штраф панă, çул çитмен пĕр ачана асăрхаттару тунă.
Çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕ ярса панă информаци çырăвне пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсене ачисем ăçта вăхăт ирттернине, кампа туслă пулнине пĕлсе тăма сĕннĕ. Çул çитменнисем çĕрле кăвайт чĕртсе шашлăк пĕçернĕ, спирт шĕвекĕсем ĕçнĕ тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулаççĕ. Çакă мĕн патне илсе çитерессе кашниех ăнланать, анчах та пурте вĕсен ачисемпе йăлтах лайăх пуласса шанаççĕ, ачисене хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтермеççĕ.
Тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă хыççăн профилактика учетне çул çитмен 3 ачана илнĕ, пĕр çемьене ачи 18 çула çитнине кура учетран кăларнă.
Л.ПУШКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *