Суббота, 20 апреля

Çĕнĕ ФАП уçăлĕ

Çĕнĕ ФАП уçăлĕ

Республикăра çĕнĕ йышши ФАПсем хута каяçĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах пирĕн районта. Тукай Мишер ялĕнче часах модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлĕ. Кунта кивелнĕ фельдшер пункчĕ вырăнне паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ çурт хăпартаççĕ. ФАПра кирлĕ медицина хатĕр-хĕтĕрне, сĕтел-пукана йăлтах вырнаçтарĕç. Медицина процедурисене, вакцинацисене тума тата профилактика мероприятийĕсене йĕркелеме кунта хăтлă пулĕ.
ФАПа сывлăх енчен хавшаккисем те кĕрсе тухаяççĕ, унта ятарлă пандус вырнаçтарнă. Çĕнĕ ФАПа Тукай Мишер ялĕнче пурăнакансем çÿреме пултараççĕ. Унăн заведующийĕ — пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ фельдшер Гюзелия Ибрагимова. Ялта пурăнакансем çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *