Вторник, 23 апреля

Почта ĕçлет

Почта ĕçлет

Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕ тата Раççей Почти пĕрлехи «Кăвак тĕслĕ алăк» программăна малалла пурнăçлаççĕ. Артекра тĕнчери пĕрремĕш ача-пăча почтине туса хунă.
Почта Артекăн лагерĕсем хушшинче ĕçлет. Пурĕ вĕсем тăххăр. Почта виçĕ тĕрлĕ çырусене /»Бумеранг-открытка», «Юлташ патне çыру» тата «Пулас артековец патне çыру»/ тата парнеллĕ, сувенирлă пĕчĕк посылкăсене йышăнса кирлĕ çĕре çитерет. Вĕсем çинче эксклюзивлă символика пур, ачасем хăйне евĕр почта маркисемпе — лагерьсен символикиллĕ виньеткăсемпе — усă кураççĕ. Кирлĕ чухлĕ почта атрибутикине хатĕрлеме проектăн генеральнăй спонсорĕ CottonClub компани ушкăнĕ укçа-тенкĕ уйăрать.
Артековецсем яракан пур çырăва та лагерьсенче нумай çул хушшинче çирĕпленнĕ йăласемпе усă курса шутласа кăларнă. Акă «Бумеранг-открытка» Артекăн пур лагерьне те çитет. Унта кашниех мĕн те пулин çырма пултарать. Кайран вăл ăна чи малтан ярса панă ача патне каялла çаврăнса çитет, асăнмалăх парне пулать. «Юлташ патне çырăва» çул çинче паллашса туслашнă, анчах та кайран тĕрлĕ лагерьсене лекнĕ туссем патне яраççĕ. Кун пек çырусем чи нумай ярса параканнисем шутланаççĕ. «Пулас артековец патне çыру» — тахçантанпах пыракан йăла. Ачасем çитес сменăра хăйсен пÿлĕмĕнче пурăнакансем валли вăрттăн çырусем çыраççĕ. Унта вĕсем хăйсене Артекра мĕн килĕшнине пĕлтереççĕ, тĕрлĕ пĕчĕк вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ, çыру урлă туслашма сĕнеççĕ.
Артекри çырусемпе посылкăсене почта комиссарĕсем — Артекпа Раççей Почти ирттернĕ творчество конкурсĕсенче çĕн-тернисем — йышăнаççĕ, кирлĕ çĕре илсе çитереççĕ. Почта урлă янă çырусемпе посылкăсен шучĕ кунсерен ÿссе пырать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *