Воскресенье, 6 октября

Куçса çÿрекен кĕнеке куравĕ

Куçса çÿрекен кĕнеке куравĕ

Чăвашсене кăна мар, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине пĕтĕм халăх паллă тăвать. Вулавăшсенче те тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ, кĕнеке куравĕсем ĕçлеççĕ. Çак кунсенче Александровка ял вулавĕшĕн библиотекарĕ те куçса çÿрекен «Аслă вĕрентекен» ятлă куравпа ял çыннисене паллаштарчĕ.
Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи — XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ. Унăн ĕçне хакласа пĕтереймĕн. Пĕр сăмахпа, пысăк чунлă çын кăна çакăн пек пулма пултарать.
Курав чылай çыншăн кăсăклă пулчĕ. Чăваш халăхне панă халалпа тата сăнÿкерчĕксемпе те нумайăшĕ кăсăкланчĕç. Чăвашла вулама чăваш букварьне çыракан паллă патриарха сума суса чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çапла каларĕ: «Иван Яковлев халалне асра тытса пурăнасчĕ, шур акăш тĕкĕ евĕр çемçе, шăнкăр шыв юххи пек янăравлă, чĕкеç чĕлхи пек çепĕç чĕлхепе ирĕклĕн калаçасчĕ. Чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнĕ».
В.ПОТАПОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *