Пятница, 19 апреля

Вăрмана пушартан хÿтĕлер

Вăрмана пушартан хÿтĕлер

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче йышăннă 133 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн республика территорийĕнче апрелĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç ятарлă режим çирĕплетнĕ.
Çак режимпа килĕшÿллĕн вăрманта тата ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат пĕçерме, çÿп-çап çунтарма юрамасть. Çавăн пекех вăрман çывăхĕнчи çĕрсем, ял хуçалăх çĕрĕсем çинчи типнĕ курăка çунтармалла мар.
IV—V класлă пушар хăрушлăхĕ чухне вăрмансене кĕме юрамасть. Ку йĕрке патшалăх контракчĕсемпе вăрманта ĕçлекенсене, вăрман участокĕсене тара илнисене, пушар тата санитари хăрушсăрлăхĕ енĕпе вăрманта ятарлă ĕçсем тăвакансене, вăрман урлă выртакан автомобиль çулĕсемпе çÿрекенсене пырса тивмест.
Çÿлерех асăннă пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснă граждансен 4—5 пин тенкĕ; должноçри çынсен — 20—40 пин тенкĕ; юридици сăпачĕсен 300—500 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ.
Вăрман çывăхĕнчи территорисен хуçисен çуркуннехи-çуллахи вăхăтра йывăçсем çумĕнчи 10 метр сарлакăш çĕре типнĕ курăкран, çÿп-çапран тата ытти хăвăрт çунакан япаласенчен тасатсах тăмалла е пушара хирĕç ятарлă сухаланă ярăмсем тумалла.
Енчен те вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснине куртăр пулсан е вăрманта пушар сиксе тухсан Çутçанталăк министерствин «Шăмăршă лесничествине» 8/83546/2-35-81 е 8/83546/2-35-31 номерсемпе; пушар хуралне 01, карас телефонсем çинчен 112, 101 номерсемпе; Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн регионти диспетчер службине 8/8352/ 40-24-00, 40-22-33 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
А.ЦЫГАНОВ,
Шăмăршă лесничествин директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *