Пятница, 26 апреля

Хака пĕр хутчен палăртаççĕ

Хака пĕр хутчен палăртаççĕ

Юлашки вăхăтра куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухас текенсем йышланчĕç. Çакна суд урлă та, кадастр хакне палăртнин кăтартăвĕсемпе çыхăннă тавлашусене пăхса тухакан комисси урлă та тăваççĕ. Кашни тĕслĕх хăйне евĕр пулсан та, çакна каласа хăвармалла: палăртнă кун валли пасар хакне пĕр хутчен çеç çирĕплетме пулать.
Тĕслĕхрен, çак кунсенче суд кадастр хакне çĕнĕрен палăртассипе çыхăннă пĕр ĕçе пăхса тухнă. Хăй вăхăтĕнче П. хăй тара илнĕ çĕр участокĕн пасар хакне палăртас тесе ятарлă комиссие килнĕ. Комисси 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă çĕр лаптăкĕн пасар хакĕ 5 миллион тенкĕпе танлашнине çирĕплетнĕ.
Каярахпа çак çĕр лаптăкне И. тара илнĕ. Вăл унăн хакĕ ытлашши пысăк тесе шутласа çÿлерех асăннă комиссие заявлени çырнă, урăх хаклавçă унăн çĕр лаптăкне 2 миллион тенке хакланине палăртнă.
Комисси çак çĕр участокĕн хакне маларах çирĕплетнĕ пулнине пĕлтерсен И. суда кайнă, анчах та суд та ун енне тăман.
Çапла вара çĕр лаптăкĕн пасар хакне пĕрре çеç çирĕплетме пулать, кун пек ĕçре суда пани те пулăшаймĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *