Пятница, 19 апреля

Профилактика рейчĕ иртнĕ

Профилактика рейчĕ иртнĕ

Районти пушарпа çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе июнĕн 20-мĕшĕнче надзор тата профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕн начальникĕ, шалти служба майорĕ Д.А.Кузьмин тата Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова Александровка тата Луцки ялĕсенче профилактика рейчĕ ирттернĕ.
Çавна май 11 хуçалăха /çав шутра нумай ачаллă 5 çемье, ăнăçсăр 4 çемье/ тĕрĕсленĕ, 27 çынна пушар хăрушсăрлăхĕн мерисем çинчен инструкциленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан памяткăсем валеçнĕ.
Аса илтеретпĕр: енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, çийĕнчех пушар хуралне шăнкăравласа /01 тата 112 номерсемпе/ пĕлтермелле, май пулнă таран пушарпа кĕрешме, çунакан çуртри çынсене çăлма тăрăшмалла.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *