Четверг, 18 апреля

Кану усăллă ирттĕр

Кану усăллă ирттĕр

Çуллахи кунсенче ачасем час-часах вăхăта урамра ирттереççĕ. Çавна май вĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен яланах асра тытмалла.
Çулла — ачасемпе пĕрле тĕрлĕ курăксен, улма-çырласен ячĕсене вĕренмелли чи лайăх вăхăт. Ачăрсене палламан çырласене, çимĕçсене çăвара хыпма юраманни çинчен ăнлантармалла. Вĕсем наркăмăшлă пулма пултараççĕ. Унсăр пуçне хурт-кăпшанкăсемпе асăрхануллă пулмаллине аса илтермелле. Сăмахран, çывăхра пыл хурчĕ вĕçнĕ чухне алăсемпе сулкалашма юраманнине ăнлантармалла.
Шăрăх çанталăкра хĕвелтен сыхлакан кремпа усă курмалла, пуçа тăхăнмалла, хĕвел чи вăйлă хĕртнĕ вăхăтра сулхăнра выляма тăрăшмалла, час-часах шыв ĕçмелле. Шыва кĕнĕ чухне ачасене сăнасах тăмалла.
Унсăр пуçне шăрăхра апат-çимĕç хăвăрт пăсăлнине шута илсе ачасене çитериччен унăн пахалăхне тĕрĕслемелле. Улма-çырлана çиес умĕн лайăх çумаллине аса илтерсех тăмалла.
Çавăн пекех ачасене аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине, çакăн пек çумăр айĕн чупни уйрăмах хăрушă пулнине каласа ăнлантармаллах.
Пушар хăрушсăрлăхĕн тата шыва кĕмеллин тĕп правилисене аса илтерни те пăсăклă пулмĕ. Эпир аслисем ачасен пурнăçĕшĕн яваплă. Кану хаваслă ирттĕр, çуллахи кунсем савăк самантсемпе çеç асра юлччăр.
М.ИЛЛАРИОНОВА,
ачасен прависене хÿтĕлекен районти уполномоченнăй.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *