Вторник, 16 апреля

«Уй кунĕ – 2018»

«Уй кунĕ – 2018»

Республика шайĕнчи «Уй кунĕ — 2018» курав июлĕн 12—13-мĕшĕсенче Ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн Чăваш Енри филиалĕнче иртет.
Институтăн сăнав участокĕсенче пĕрчĕллĕ тырăсен тата сойăн демонстраци лаптăкĕсем пур. Çавăн пекех рапсăн, горчицăн тата хĕвел çаврăнăшĕн тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекен со-чĕсене те акнă.
Курава хутшăнакансем асăннă культурăсене мĕнле çитĕнтермеллипе паллашма, вăрлăх, минераллă удобренисем илсе килекенсенчен консультаци илме пултараççĕ.
Уй кунĕнче комбайнсен тата ытти ял хуçалăх техникин 100 ытла чи çĕнĕ маркисемпе паллашма пулать. Ял хуçалăх техникине туса кăларакансем çĕнĕ техника хатĕрĕсем мĕнле ĕçленине кăтартса ăсталăх класĕсем ирттереççĕ.
Кăçал пĕрремĕш хут ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, муниципаллă район администрацийĕсен агрономи службисен представителĕсем хушшинче агрономи олимпиади иртет.
Ял хуçалăх министерствин официаллă порталĕнче /www.agro.cap.ru/ тата «Агро-Инновации» предприятин сайтĕнче /www.agro-in.cap.ru/ «Уй кунĕ-2018» ăçта иртнине, курав программине вуласа пĕлме, заявкăсен документацийĕпе паллашма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *