Пятница, 13 декабря

Мария Долгова: «Хам тавра чи маттуррисене пуçтарнă»

Мария Долгова: «Хам тавра чи маттуррисене пуçтарнă»
Районта фитнес-аэробикăна  кăмăллакансем йышланни, ачасем çак спорта ытларах юратни юлашки вăхăтра уйрăмах сисĕнме пуçларĕ. Вĕсем районти,  республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă.  Вĕсене ертсе пыракан Мария Долгова пирки  вара — спортсменка,  чиперкке,  общество хастарĕ тесе калас килет. 
Маттур та тăрăшуллăскер  ачасене фитнес-аэробикăн мĕнпур ăмăртăвне явăçтарма тăрăшать. Вĕсене çеç-и, хăй те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.  Сăмахран, Мария Сергеевна пĕлтĕр республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пулса Чăваш Ен чысне Атăлçи федераци округĕнче  йĕркеленĕ ăмăртура хÿтĕленĕ. Унта вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Мускав хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри фитнес-аэробика чемпионатĕнче вĕсем чи лайăх команда йышне лекме пултарнă. Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса педагог ăсталăхне  ÿстернĕ, опытне чылай пуянлатнă. Халĕ вара пур ăсталăха та ачасене парас ĕмĕтпе кашни кун ĕçе васкать. 
Мария Долгова  пирки калас пулсассăн, Комсомольски ялĕнче  çуралса ÿснĕскер, пĕчĕклех ташлама юратнă,  ÿсерехпе районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕнче ăсталăхне туптанă, асăннă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.  Ун хыççăн вăл шутласа тăмасăрах, Шупашкар хулинчи культура училищине çул тытнă, хореографи уйрă-мĕнче  пĕлÿ пухнă, татах та лайăхрах, ăстарах ташлама хăнăхнă. Вĕреннĕ вăхăтрах фитнес-аэробика спорчĕн семина-рĕсене сахал мар çÿренĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç уттинчен юлмасăр, чун ыйтакан пултарулăха кунран-кун аталантарнă. Вĕренни сая кайман, вăл çимĕçĕпе савăнтарать тесе çи-рĕппĕнех калама пулать. 
Кун пирки «Кĕтне» ФСК-на кашни кунах тренировкăна çÿрекен  ачасем çирĕплетме пултараççĕ. Икĕ çул каялла пуçласа Мария Сергеевна хăй тавра 8—10 çулхи ачасене пухнă та, фитнес-аэробика ушкăннĕ — «Свит Бейби»  йĕркеленĕ. Ун хыççăн хĕрачасен  «Дрим Тим»  ушкăнĕ  фитнес-аэробика ăмăртăвĕсене хутшăнма тытăннă. Кăçал вара «Фиксики» ушкăн йĕркеленнĕ. Икĕ çул хушшинче «Свит Бейби»  тата «Трим Тим» командăсем республикăри   вуншар  спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Чи хакли — ачасем  Пĕтĕм Раççейри «Акробатический  рок-н-ролл» ăмăртура иккĕмĕш, виççĕмĕш   тата тăваттăмĕш вырăнсене йышăнни.       
Мария Сергеевна  çынсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр,  спортпа туслашчăр тесе ĕçлет. Çавна май физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрсемпе ятарлă тренировкăсем ирттерет.   Вăл пурне те ирхи зарядкăна йыхравлать,  ĕç кунне мĕнле пуçламаллине вĕрентет. 
Маттур хĕр тăрăшулăхне район, республика ша-йĕнче пĕрре кăна мар палăртнă. Тренера Чăваш Республикин Спорт министерствин, ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн Тав хучĕсемпе чысланă.
Нумаях пулмасть Мария Долгова тăрăшнипе «Кĕтне» ФСК-ра  ачасен фитнес-аэробика спор-чĕн «Ачасем — пирĕн пуласлăх»  фестивалĕ иртрĕ. Унта районти командăсем çеç мар,  Тăвай, Йĕпреç районĕсен командисем хутшăнчĕç. Пухăннисене чи малтанах физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Евгений Тихонов, Мария Долгова тренер ăшшăн саламларĕç, вĕсене ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Фестиваль чăннипех те пурин кăмăлне каймалла иртрĕ тенинче иккĕленÿ çук.  Куракансем ташлама тухакан кашни командăнах тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Уйрăмах ача садне çÿрекенсен ушкăнĕсем ташланине курма кăмăллă пулчĕ. Пĕ-чĕкскерсем мĕн тери тăрăшуллă та маттур!  «Колосок», «Рябинушка», «Радуга», «Лейсан» ача сачĕсене çÿрекенсем куракансен умĕнче çухалса каймарĕç. Кунта, паллах, вĕсен ертÿçисен  —  З.Низамован, И.Акшован, Г.Тукаеван,  Н.Камальдинован, А.Иванован, Г.Ильясован — тăрăшулăхне палăртса хăвармалла.  Мария Сергеевна ертсе пыракан ушкăнсем — «Свит Бейби», «Дрим Тим», «Фиксики» призерсен йышĕнче пулчĕç.
 — Ачасем спортпа туслă пулнишĕн, вĕсем фитнес-аэробикăна кăмăлланишĕн чăннипех те савăнатăп.  Манăн вĕсемпе ĕçлес те ĕçлес, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвас килет.  Спортра вара чăтăмлă, хăюллă, маттур пулмалла. Çакă — чи кирли. Эпĕ вара хам тавра чи маттуррисене пуçтарнă тесе çирĕплетсех калатăп. Ачасем чăрмавсене парăнмаççĕ, шав малалла ăнтăлаççĕ. Çакă ĕçлеме хавхалантарать те, — пĕтĕмлетрĕ Мария Долгова. 
Мĕнех,  эпир вĕсене спортра çитĕнÿ тума сунатпăр. 
А.Ефремова. 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *