Ача-пăча библиотеки – 65 çулта

Ача-пăча библиотеки – 65 çулта
 
Июнĕн 19-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотеки 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, сăвăç, ÿнерçĕ тата журналист Светлана Гордеева, çыравçă, актриса, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пулăшуçи тата Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин председателĕн пулăшуçи Елена Светлая, район администрацийĕн информаци тивĕçтерĕвĕн, культура тата архив ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Светлана Долгова, «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова, «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Валентина Федорова хутшăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, хăнасем парнесемпе килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене чаплă юбилейпе саламларĕ, ача-пăча библиотекине 150 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.
Уява кĕнеке тусĕсем — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем тата «Радуга» ача садне çÿрекенсем  килсе çитрĕç. Ольга Буслаева ертсе пыракан «Домисолька» ушкăн «Куколка-балетница» ташăпа савăнтарчĕ. Кашăкçăсен ансамблĕ /Наиль Шарипов ертсе пырать/ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Район библиотекарĕсем Георгий Перьев ертсе пынипе юрăсем шăрантарчĕç. Диана Громова «Библиотека»  ятлă сăвăпа пурин чун-чĕрине те тыткăнларĕ. Чи хаваслă самант вара — Клепа тата Лепа клоунсем сцена çине тухни. 
Библиотекăн чи хастар вулаканĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç, «Чи çамрăк вулакан», «Чи нумай вулакан», «Эрудит», «Вăрттăн талант» номинацисенчи çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.
65 çул хушшинче библиотека ĕçченĕсем чылай улшăннă. Çак паллă кун библиотекăра чунтан тăрăшнă хисеплĕ ветерансене саламлама уйрăмах кăмăллă. Альбом страницисене уçса вĕсем хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕç.  библиотекăна малашне те лайăх ĕçлеме сунчĕç.
Паянхи кун та ача-пăча библиотекинче хăйсен ĕçне чунтан парăннă библиотекарьсем вăй хураççĕ. Вĕсемшĕн чи кирли — кĕнеке тусĕсем пурри, ачасем мĕн пĕчĕкрен библиотекăна килсе кĕнеке тĕнчипе паллашни, тĕрлĕ авторсен сăвви-калавĕсене, юмахĕсене вуласа хăйсен тавра курăмне аталантарни. 
— Пирĕн алăксем пурин валли те уçă. Ырă сунса кĕтетпĕр сире, хаклă вулакансем, — теççĕ библиотекарьсем Елена Прокопьевăпа Ирина Крылова.
Н.МЕДВЕДЕВА. 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *