Чикĕ хуралçисем çинчен – çĕнĕ кĕнеке

Чикĕ хуралçисем çинчен – çĕнĕ кĕнеке
Кăçал çак уява çирĕплетнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш Республикин халăх академикĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ П.Н.Зайцев «На страже границ Отечества» ятпа çĕнĕ кĕнеке  пичетлесе кăларнă.
Энциклопедисемпе, аса илÿсемпе сăнÿкерчĕксен архивĕсемпе тата ытти документсемпе усă курса хатĕрленĕ кĕнекере пирĕн районтан тухнă, тĕрлĕ çулсенче чикĕ хуралĕнче тăнă çынсемпе, вĕсен биографийĕсемпе паллашма пулать. Унсăр пуçне унта Раççей чикĕ хуралĕн историне уçса панă. Çавăн пекех кĕнекене чикĕ хуралçисене халалласа çырнă тĕрлĕ авторсен сăввисене кĕртнĕ. 
Н.МЕДВЕДЕВА.
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *