Вторник, 31 января

Хор валли – эмблема

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ача-пăча хорĕ валли эмблема ÿкерекенсен конкурсне йĕркелет.

Ача-пăча хорне республикăри тĕрлĕ районпа хулара пурăнакан, лайăх юрлакан ачасене суйласа илнĕ. Хора пĕлтĕр йĕркеленĕ. Кăçал вара унăн ятарлă эмблемине палăртасшăн.
Ÿкернĕ эмблема эскизне ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствине çак адреспа илсе çитермелле: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 414-мĕш пÿлĕм е электрон адрес çине ярса пама юрать — culture11@cap.ru.
Ыйтса пĕлмелли телефон — 8 /8352/ 64-20-67.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *