Артистсем култараççĕ те, йĕртеççĕ те…

Мартăн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре иртнĕ театр кунне районти Валентина Зайцева ячĕллĕ театр артисчĕсем те паллă турĕç. Культура çуртĕнче уяв каçĕ иртрĕ.
Иртнĕ çулсенче театр кунĕнче яланах пĕр-пĕр спектакль премьери пулаканччĕ. Çавăн пекех сценкăсемпе, спектакльсен сыпăкĕсемпе куракансене савăнтаратчĕç. Кăçал вара халăх театрĕн режиссерĕ Лариса Носова пуçарнипе куракансене пукане театрĕпе савăнтарчĕç. Артистсем Алексей Балакаевăн «Амăшĕн чĕри» пьесăна суйласа илнĕ. Шăпах асăннă пьесăри сыпăкпа куракансем паллашрĕç те.
— Халиччен эпир сцена çинче вылянă пулсассăн, кăçал вара кăштах кăна программăна улăштарса куракансене пукане театрĕн спектакльне кăтартма шутларăмăр. Тÿрех калатăп, пуканесене выляттарма тата çав вăхăтрах хамăра та выляма çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те премьера çав тери ăнăçлă иртрĕ. Çакна куракансем çирĕплетрĕç. Алексей Балакаевăн «Амăшĕн чĕри» пьесипе çырнă спектакле апрель уйăхĕн пĕрремĕш çурринче сцена çинче кăтартма планлатпăр. Вăл вăхăт тĕлне ăсталăха татах та ÿстерĕпĕр. Пуканесене вара Комсомольски чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте тăрăшнипе Шупашкар хулинче туса панă. Тавах ăна, — пĕлтерчĕ Лариса Носова режиссер.
Пуçăннă ĕç çимĕçĕпе савăнтарассинче иккĕленÿ çук. Халăх театрне çÿрекенсем сцена çинче яланах маттур. Вĕсем фестивальсемпе конкурссене те пĕрре кăна мар хутшăннă, çитĕнĕвĕ те сахал мар. Малашне вара çак ĕçе ачасене те явăçтарасшăн иккен. Ăнăçу сунатпăр, театр, артистсем!
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *