Театр… Мĕн вăл театр?

Театр вăл — сцена çинчи пурнăç, асамлăх тĕнчи. Театр вăл — чун киленĕçĕ.
Эпĕ ачаранпах спектакльсем курма, радиопа кашни эрнере паракан «Сенкер чаршав уçăлсан» передачăсене итлеме юрататтăм. Манăн анне учительте ĕçленĕ. Шкулти вĕрентекенсем ял клубĕн сцени çине час-часах çĕнĕ спектакльсемпе тухатчĕç. Çав тери тимлĕ итлесе, пăхса лараттăм вĕсем вылянине. Хама вĕсем хушшинче пек туяттăм. Йĕпреçре ĕçлеме тытăнсан районти культура çуртĕнчи халăх театрне çÿреме пуçланăччĕ.
Шăпа мана Комсомольскине илсе çитерчĕ. Эпĕ 1969 çулта районти типографире ĕçлеме пуçларăм. Кунта Валентина Зайцева режиссер ертсе пыракан халăх театрне çÿреме тытăнтăм. Вăл вăхăтра вырăнти артистсем Иван Кузьмин çырнă «Сиккасси хĕрне» халăх умне кăларма хатĕрленетчĕç. Малтанах массăллă сценăсенчеччĕ, каярах çак спектакльте Варвари рольне шанса пачĕç. Кам кăна çукчĕ-ши çак йышра? Фаина Прищеп, Борис Кокорев — режиссер пулăшуçиччĕ, район больницин шăл тухтăрĕ Александр Тарасов      /вырăсчĕ/, санэпидстанцин фельдшерĕ Александр Долгов, район хаçачĕн редакторĕн çумĕ Геннадий Уткин, сельхозтехника инженерĕ Анатолий Счетчиков, кунтах ĕçленĕ Василий Волков слесарь, Комсомольски вăтам шкулĕн учителĕсем — Иван Гоголев   /вырăс/, Тит Титов, музыка шкулĕн преподавателĕ Елена Маркова, культура пайĕн заведующийĕ Марс Орлов, парти райкомĕн инструкторĕ Василий Гаврилов, комсомол райкомĕн секретарĕ Валентина Панкратова, культура çуртĕнче ĕçленĕ Людмила Суркова, Валерий Митюков, Василий Эриванов, Анатолий Совин, Анатолий Краснов тата ытти нумай-нумай çамрăк. 39—40 çынлă йышпа ялсене тухса çÿреме йывăртарахчĕ, паллах. Çапах та пуçа усман. «Кубань» автобуса вырнаçса, трактор прицепĕ çине ларса, декорацисене тиесе каяттăмăр. 70-мĕш çулсенче районти ялсене асфальт çул çитменччĕ-ха.
«Сиккасси хĕрĕпе» Елчĕк, Патăрьел районĕсене, Канаш, Шупашкар хулисене çитсе хамăрăн пултарулăхпа паллаштарнăччĕ. Канашри культура керменĕнче Сиккасси хĕрĕн Клава Кречетникован тăванĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Вĕсем унта Харьков хулинчен ятарласа килнĕччĕ.
Каярах Мари драматургĕ Николай Арбан çырнă «Çуллахи каç» спектакльпе халăх умне тухнăччĕ. Шел, Валя Зайцева пирĕнтен çамрăклах, вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çав тери савăнăçлă, ырă кăмăллăччĕ вăл. Пурнăçа питĕ юрататчĕ.
Ун хыççăн режиссер ĕçне Валентина Краснова кÿлĕнчĕ. Йыш та çĕнелсе пычĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем театр ĕçне хутшăнма кăмăл турĕç — Владимир Гурьянов, Валентин Матросов, Владимир Райков. Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем те халăх театрне çÿреме пуçларĕç. Куракансем Антонина Титова, Валентина Самукова, Зинаида Соловьева тата ыттисем те сцена çинче вылянине астăваççĕ пулĕ. Пурне те асăнса та пĕтереймерĕм пулĕ. Чылайăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пултаруллă чăваш çамрăкĕсем Хусанта чăваш театрне йĕркеленĕ. Унтанпа шăпах 100 çул çитрĕ.
Сезон уçăлсан ĕçри коллективпа Шупашкара çитсе Чăваш академи драма театрĕн спектаклĕсене курса савăнатпăр.
Комсомольскинчи Лариса Носова ертсе пыракан халăх театрĕн те ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Артистсем куракансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарччăр. Сцена çинче çамрăксене ытларах курасчĕ.
Юлашкинчен çапла каласшăн — театра юратмалла, унпа пĕрле пурăнмалла.
Л.БАРИНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *