Пятница, 19 апреля

Больница уçăлнă

Больница уçăлнă
Мартăн 14-мĕшĕнче республикăри Ача-пăча клиника больницине тĕпрен юсанă хыççăн уçнă. Паян сиплев учрежденийĕнче илемлĕ, пÿлĕмсем хăтлă, медицина хатĕрĕсем те çĕнелнĕ.  
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата больницăн тĕп врачĕ Анатолий Павлов çĕнелнĕ поликлиникăпа кăсăкланнă.   
 «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Республикине юлашки 10 çул хушшинче 110 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Сахал мар, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ  объектсене тирпейлесе çĕнетнĕ. Пирĕн тĕллев — халăх валли хăтлă условисем йĕркелесси», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
РФ Президенчĕ Владимир Путин ача-пăча поликлиникисене тĕпрен юсас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Енре объектсене тирпейлеме 117 млн хушма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне ытти сиплев учрежденийĕсен шăписем те кун йĕркинчех. 
Юсав ĕçĕпе паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев çапла пĕтĕмлетнĕ: «Çав тери чаплă объект. Медицина пайĕнче ĕçлекенсем валли условисем лайăх. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех кунта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Чирсене вăраха ямасăр тупса палăртассипе врачсене ĕçлеме пысăк технологи те çителĕклĕ». 
ЧР официаллă сайтĕнчен. 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *