«Вилĕм  ăçта сутнине пĕлтер»

«Вилĕм  ăçта сутнине пĕлтер»
 
Мартăн 12—23-мĕшĕсенче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» профилактика мероприятийĕ иртет.
Асăннă акци Чăваш Енре кашни çулах икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕш тапхăрне кĕркунне, ноябрĕн 12—23-мĕшĕсенче, йĕркелеме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласене сарассине чарасси, çивĕч ыйтăва татса парассине халăха явăçтарасси, пĕлтересси. 
Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтерме çеç мар, наркотикпе айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен те канаш илме пулать. Çынсен наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама   юрать. 
Наркотикпе çыхăннă кирек мĕнле хыпара та 8/8352/ 58-33-33 шанăç телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Шăнкăравлаканăн ятне, хушаматне каламасассăн та юрать. 
Унпа пĕрлех районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмне те 5-14-13 номерпе шăнкăравлăр. Наркотиксемпе айкашакансен çулне пĕрле пÿлер. 
И.АВДЕЕВ, 
полици начальникĕ.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *