Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать

Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать
Мартăн  24-мĕшĕнче, шăматкун, хĕллехи спорт сезонĕ  хупăннă ятпа, «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртет. Вăл Комсомольскинчи вăрман хĕрринче  10 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансем унта пурте хутшăнма пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командинче 3 хĕрача, 3 арçын  ача пулмалла. Вăтам шкулсен — 3-шер арçын ачапа хĕрача. Предприятисемпе  организацисен, ял поселенийĕсен командисенче  2  арçынпа 2 хĕрарăм старта тухĕç. Арçынсемпе каччăсем  2-шер, хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрер километрлă дистанцие чупĕç. Заявкăсене /вĕсене команда ертÿçи, врач  алă пусса çирĕплетмелле/ ăмăртăва килсе çитсен памалла. 
Пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма йыхравлатпăр. Командăсен штандарт пулсан аван.
  ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *