Публикации

Ĕçченсем вырмана тухрĕç

Июлĕн 28-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем  кĕрхи тулă вырма тухрĕç.  Вĕсем районта чи малтан вырма ĕçне пикенчĕç.  Уй-хир карапĕсем  кĕрхи туллăн «Марафон» сортне çапса тĕшĕлеççĕ.  Хальлĕхе вырмана 22,5 гектар çинче пурнăçламалла. Пĕтĕмĕшле вара  кĕрхи тулла  800 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле.     Агрофирмăра чылай çул ĕçлекен водительсемпе механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр утсене» вырмана  тĕплĕн хатĕрленĕ. Вырма пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесен техника юсавлă пулни, паллах,     питĕ пысăк вырăн йышăнать.  Вĕсем уй-хире çитсен     тӳрех ĕçе пикенчĕç.  Виктор Владимиров комбайнер   «Полесье» караппа  мăнаçлăн тулă тинĕсĕнче шуса иртрĕ, кĕрхи тулла çапса тĕшĕлеме тытăнч
Утă хатĕрлеççĕ, сенаж-силос хываççĕ

Утă хатĕрлеççĕ, сенаж-силос хываççĕ

Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ халăхра. Çавăнпа та хĕле валли тĕплĕн хатĕрленме тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕх усракансем. Паянхи кун хирте трактор-машина шавĕ кĕрлесех тăрать, туп-тулли утă тиенĕ техника иртсе пынине те час-часах курма пулать.     Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 3338 гектар çинче çитĕннĕ нумай çул  ӳсекен курăксене çулнă.  Хальлĕхе пурĕ 5554 тонна утă,  8300 тонна сенаж, 4738  тонна силос хатĕрленĕ.  Сăмахран «Слава» ЯХПК-ра паянхи куна 526 тонна утă тата 1260 тонна силос янтăланă. «Труд»  ЯХПК-ра 1800 тонна сенаж, Атласкин фермер хуçалăхĕнче 800 тонна сенаж хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçсем пĕтмен-ха, малалла пыраççĕ. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ хуçалăхсенче.  «Слава картофелю» агрофирмăр

Поликлиника пациентсене йышăнма хатĕр

Район больницинчи поликлиникăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Строительство ĕçĕсене 2021 çулхи кĕркунне пуçланăччĕ. Çак кунсенче  поликлиникăри хăш-пĕр пӳлĕмĕсенче пациентсене йышăнма  тытăннă. çеç.  Район больницинче тăрăшакан тухтăрсем вара юсав ĕçĕсемпе çав тери кăмăллă: пӳлĕмсем хăтлă, сĕтел-пукан çĕнĕ.   — Халĕ кунта пациентсене йышăнма меллĕ тата кăмăллă, — теççĕ вĕсем.  Чăннипех те поликлиникăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çакна пурнăçлама «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн  Раççей тата республика бюджечĕсенчен 12 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе поликлиника çурчĕн фасадне, шыв  тата ăшăтмалли пăрăхсене,  коммуникацие, электричество тата вентиляци тытăмĕсене,  чӳречесемпе алăксене улăштарнă,  пӳлĕмсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ, меллĕ те

Ыйтусене хуравланă

Июлĕн 26-мĕшĕнче Комсомольски районĕн нотариусĕ Л.Степанова граждансене йышăнса вĕсен пур ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Граждансемпе «Единая Россия» партин вырăнти  уйрăмĕнче тĕл пулчĕç. Çынсем  тăванĕсем вилнĕ хыççăн еткерлĕхе официаллă майпа йĕркелессине, çул çитмен ачасене пурăнмалли çурт тата çĕр участокне парассине, ют çĕршыв территорийĕнче вырнаçнă хваттерсен шантару хучĕсене тăвассине, алимент йĕркелессине ыйтса пĕлчĕç. Пулăшу ыйтакансен пур ыйтăвĕ çине те Л.Степанова туллин хуравларĕ, канаш-сĕнӳ пачĕ. Л.МАКАРОВА.    
Пушар ан тухтăр

Пушар ан тухтăр

Пирĕн республика территорийĕнче майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç ятарлă режим вăя кĕнĕ. Ку мерăна вут-çулăм тухасран асăрхаттарас, вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăхăн тимлĕхне ӳстерес тĕллевпе йышăннă. Ятарлă режим паян та вăйра.  Аса илтеретпĕр: пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен вăрмансене кĕрсе çӳремелле мар, кăвайтсем чĕртме, пушар тухас хăрушлăх кăларакан ĕçсене пурнăçлама,  уçă çулăмпа усă курса вăл е ку ĕçе тума юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, штрафлаççĕ. Уйрăм çынна административлă  штраф 2—4 пин тенкĕ, должноçрисене 15 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 200—400 пин тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ. Енчен те пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче çулăм алхасассăн, ют пурлăха сăтăр
Медицина ĕçченне мухтав!

Медицина ĕçченне мухтав!

Районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕ 1985 çултанпа ĕçлет. Кашни çулах 500-е яхăн çын сипленет унта, 350 ытла операци иртет. Коллективра питĕ туслă медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ, тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хирурги уйрăмĕнче нумай çул  вăй хуракансем те йышлă. Вĕсенчен пĕринпе паллашар-ха, Галина Петровна Дмитриева, 1970 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. 1991 çулта Канашри медицина училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса алла диплом илнĕ. Ун хыççăн Галя Дмитриева Комсомольски районĕн тĕп больницине ĕçлеме вырнаçнă. 1993 çулччен медстатистик пулса вăй хунă. 1993—1998 çулсенче хирурги уйрăмĕнче палатăри медсестра пулса чирлĕ çынсене сыватма пулăшнă. Çак уйрăмрах 2003 çулччен перевязка тăвакан медсестрара тăрăшнă. Кунта ытларах ĕçре тимлĕхе ç

Пĕрремĕш вĕрентекен асрах

Тăван шкул пĕтернĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулин те унти хаваслă та интереслĕ кунсем асран тухмаççĕ. Вăл вăхăтри вĕрентекенсем ачасемшĕн питĕ тăрăшнине палăртмалла. Паянхи кун та эпĕ пире пĕлӳ панă учительсене ырăпа аса илетĕп. Клавдия Петровна Абукина, Валентина Петровна Башкирова, Александра Николаевна Светлова, Лидия Васильевна Кокшина, Николай Тимофеевич Челаков, Григорий Иванович Иванов, Сергей Викторович Зайцев (вĕсенчен чылайăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук та)  куç умĕнчех тăраççĕ. Парта хушшинче ларакан шăпăрлансем тарăн пĕлӳ илччĕр тесе чунтан тăрăшнă вĕсем. Эпĕ хамăн пĕрремĕш учитель пирки ытларах чарăнса тăрасшăн. Александра Алексеевна Петрова 1945 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче кун çутине килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса     ӳснĕ, шкулта лайăх вĕреннĕскер учитель п
Выльăх апачĕ малалла хатĕрлеççĕ

Выльăх апачĕ малалла хатĕрлеççĕ

«Хĕл хырăмĕ пысăк», — теççĕ. Çавăнпа та çуллахи уяр та хĕвеллĕ çанталăкра районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 3260 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. 6600 тонна сенаж, 5454 тонна утă, 4428 тонна силос янтăланă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси те малалла пырать. Хальлĕхе ку ĕçе 300 гектар çинче пурнăçланă. Уй-хирсем тĕл-тĕл сарă тумпа витĕнчĕç. Хуçалăхсем вырмана тухмалли техникăна та хатĕрлеççĕ. Р.Басников. 

Хирсем илемпе савăнтараççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ

«Слава картофелю» агрофирма компанисен ушкăнне районта çеç мар, республикăра та, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Апат-çимĕçре усă куракан пахалăхлă çĕрулми тата унăн вăрлăхне туса илнипе çĕршывра ырă ят çĕнсе илнĕ. Кунта июль уйăхĕнче «Уй-хир кунне» ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи çак мероприятие хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Çĕрулми туса илекен республикăри предприятисемсĕр пуçне Тутарстанран, Мари Элтан, Самара, Чулхула облаçĕсенчен хăнасем килсе çитнĕ. Кунсăр пуçне агрофирмăсен компанийĕпе нумай çул килĕштерсе ĕçлекен партнерĕсем те хутшăнчĕç. Уй-хир кунне «Слава картофелю» агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Х.С. Идиатуллин уçрĕ. Пуçтарăннисене ЧР Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш     çумĕ    С.Р.Фролов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов саламла

Ылтăн, кĕмĕл сутаççĕ, парнепе савăнтараççĕ

Комсомольски салин тĕп урамĕсемпе утнă май, «Надежда» суту-илӳ çурчĕ тӳрех куç умне лекет. 30 çул хушшинче унта  кашниех çитсе курнă тесе шутлатăп. Надежда Краснова предприниматель  ертсе пыракан магазинта хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ тавар сутнă. Çитĕнӳ çăмăллăн килмен, çĕр çывăрман каçсем, кунсем, ывăннă вăхăтсем, пуçа çавăрттарса шутламалли, татса памалли ыйтусем сахал мар пулнă хĕрарăм пурнăçĕнче. Паян вара вĕсем туянакансене ылтăнран, кĕмĕлтен тунă илемлĕ ювелир изделийĕсем сĕнеççĕ.    Вĕсем патне район çыннисем çеç мар, таврари районсенче, кӳршĕ республикăсенче  пурăнакансем те килсе çӳреççĕ иккен. Апла пулсассăн суту-илӳ магазинĕ вĕсен кăмăлне тивĕçтерет тата кирлĕ тавар сĕнет.   Надежда Валентиновна ертсе пыракан  коллектив туянакансен кăмăлне т