Таборкинсем – кооператорсен династийӗ
Иртнисӗр паянхи те, пуласси те ҫук. Иртнине пӗлес, аслӑ ӑрусен ырӑ йӑлисене упрас тата анлӑлатса пырас килет.
Комсомольски райповӗн историйӗнче Таборкинсен ҫемйи пысӑк вырӑн йышӑнать. Таборкинсене кооператорсен династийӗ теме пулать. Ӑна Моисей Васильевич Таборкин пуҫарса янӑ. Вӑл 1908 ҫулта Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялтах пуҫламӑш шкул пӗтернӗ, чи малтан комсомола кӗрекенсенчен пӗри пулнӑ, «Двигатель революции» колхоза йӗркелесе ярас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 1939 ҫулта вӑл Полина Осипенко ячӗллӗ йывӑҫ комбинатне (артеле) ертсе пыма пуҫланӑ. 1941 ҫулта хӑрушӑ вӑрҫӑ телейлӗ пуласлӑха пӗтерсе хунӑ. Вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех вӑл Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен хӳтӗлеме фронта тухса кайнӑ. 84-мӗш стрелоксен дивизийӗн 201-мӗш стрелоксен полкӗнче службӑра тӑнӑ. Новгород облаҫӗнчи Лычково ялӗшӗн пын