Общество

Вырма пуҫланнӑ

Вырма пуҫланнӑ

Ешӗл симӗс тӗс тӑхӑннӑ хирсем тӗл-тӗл сарӑ сӑнпа улшӑнчӗҫ. Апла пулсан тырпул пиҫсе пырать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче хӗрӳ вӑхӑт пуҫланнӑ.  «Родина» ОООра июлӗн 15-мӗшӗнче  кӗр тыррисене вырма тухнӑ. Вырмана округра чи малтан пуҫланӑ А.Е.Потемкинӑн хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  та ҫитсе курнӑ, ҫӗр ӗҫченӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Слава картофелю» агрофирма, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсен хирӗсенче те пулнӑ. Вӗсенче те ӗҫҫи пуҫланнӑ. Ҫак кунсенче  эпир  те «Родина» ОООра пултӑмӑр. Рушан Сафин комбайнер кӗрхи тулӑ уйӗнче ӗҫлетчӗ. Валерий Смирнов механизатор ҫапнӑ тырра турттарса тӑратчӗ. «Пӗлтӗр кӗркунне 190 гектар ҫине кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑччӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ хӗл каҫрӗ, ҫуркунне лайӑх ешерме пуҫ
Пур ыйту та халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ

Пур ыйту та халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ

Июлӗн 17-мӗшӗнче пирӗн республикӑра, ҫавӑн пекех округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнчи канашлӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Унта Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, округ депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, тӗрлӗ шайри специалистсем хутшӑннӑ. Пӗрлехи информаци кунӗн-че тӗп ыйтусем ҫаксем пулнӑ: Чӑваш Республики, ҫавӑн пекех    Комсомольски муниципаллӑ округ 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта бюджета мӗнле пурнӑҫлани тата  социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӑн  малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем;  Шупашкар хули 555 ҫул тултарнӑ ятпа ирттерекен мероприятисем; 2024  ҫулта шыва кӗмелли тапхӑрта  ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласси. Пӗрремӗш ыйтупа округӑн ял хуҫалӑх, э
Туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ

Туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци Беларусь Республикинче пулнӑ. Унта та чӑвашсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем наци йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ырланӑ. Чӑваш Республики инҫетри Беларусь Республикипе туслӑ ҫыхӑну тытас тӗллевпе ҫула тухнӑ. Тӗрлӗ отрасльсенче тӑрӑшакан 70 ытла специалист  ҫӗршывпа паллашнӑ, хамӑр республика ҫинчен каласа панӑ. ,ҫлӗ визит вӑхӑтӗнче Олег Николаев  малтанах Раҫҫей Федерацийӗн Беларусь Республикинчи чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолӗпе Б.В. Грызловпа тӗл пулнӑ. Беларусь Республикин Президенчӗпе   А.Г.Лукашенкопа калаҫу туслӑ тата ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ. Беларусь Республикин премьер-министрӗпе П.А.Пархомчикпа икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑвашсем  Ас
Пӗрлешекенсем нумайланнӑ

Пӗрлешекенсем нумайланнӑ

Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ% ача ҫуралнине, ҫын вилнине регистрацилеҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннине е мӑшӑрсем уйрӑлнине официаллӑ майпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ача ашшӗ кам пулнине ӗнентерекен документсем хатӗрлеҫҫӗ, тӗрлӗ справкӑсемпе свидетельствӑсем параҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЗАГС уйрӑмӗ кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫе пӗтӗмлетнӗ. Округра пурӑнакансене интереслентерекен чи пӗлтерӗшлӗ кӑтартусем, паллах, миҫе ача ҫуралнипе тата миҫе ҫын пурнӑҫран уйрӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 6 уйӑхра 75 пепке ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартупа танлаштарсан кӑҫал ҫемьесене «аист» кӑшт нумайрах та вӗҫсе килнӗ (пӗлтӗрхи кӑтарту — 70).   Шел пулин те, пурнӑҫран уйрӑлакансен шучӗ ҫулленех пысӑк. Кӑҫалхи ҫур ҫулта 171 ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе

Преступленисен шучӗ чакнӑ

Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, саккуна пӑсассинчен асӑрхаттарас, обществӑри йӗркене сыхлас, преступленисене уҫса парас енӗпе куллен ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмра тӑрӑшакансем кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие ЧР Ш,М полици начальникӗн ҫумӗ, полици полковникӗ Игорь Баранов тата ытти чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Мероприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта Елчӗк тата Комсомольски округӗсенче регистрациленӗ преступленисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 12,8 процент чакнӑ. Преступленисене уҫса парасси 85,8 процентпа танлашнӑ. Чылай тӗслӗх хӗненипе, вӗлерессипе хӑратнипе, вӑрланипе, улталанипе ҫыхӑннӑ, йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисем асӑннӑ тапхӑрта пулман.   Банк карттисене, те

Юбилей ячӗпе саламларӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ

Кашни ялтах тӗрлӗ ҫӗрте тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Вӗсем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисем те, ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче тӑрӑшнисем те пур. Ун пек ҫынсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловна Михайлова. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хисеплӗ ҫынна саламлама Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина килчӗ. Вӑл округ пуҫлӑхӗн Н.Раськинӑн парнине, Раҫҫей Президенчӗн  В.Путинӑн саламне  пачӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанчӑк» художество пултарулӑх ушкӑнӗ ӑна савӑк юрӑ-кӗвӗпе саламларӗ. Ольга Михайловнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах килмен. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗскер «Гигант» колхозра чылай ҫул тӑрӑшнӑ, тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ.

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта

Кӑҫалхи ҫул паллӑ кунсемпе пуян. Ҫӗршывра — Ҫемье, Чӑваш Енре экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ, тӑван район 85 ҫул тултарчӗ, Нӗркеҫ ялӗ вара — 425 ҫулта. Июлӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче,  Нӗркеҫ ял уявне паллӑ турӗҫ. Ку тӑрӑх ӗмӗрех паллӑ та сумлӑ, хастар та маттур  ҫынсемпе пуян пулнӑ. Кунтах ҫыравҫӑсем, артистсем, художниксем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, летчиксемпе учительсем, медиксем тата ытти  профессиллӗ паллӑ ҫынсем ҫуралса     ӳснӗ. Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, Сирена Никитична Юманкова художника, Хветӗр Агивер, Лаврентий Васильевич Таллеров, Алексей Петрович Петров-Этмен, Геннадий Максимов, Валентина Кириллова ҫыравҫӑсене, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне — Валерий Карпова, Петр Пантелеймонович Таллеров паллӑ таврапӗлӳҫӗне, Совет Союзӗ
Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть

Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть

Урамра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ку вӑхӑтра ача-пӑча ҫырмасем, кӳлӗсем патне туртӑнать. Вӗсен чун каниччен шывра чӑмпӑлтатас килет. Шел пулин те юлашки вӑхӑтра ачасем шывра путса вилнӗ тӗслӗхсем республикӑра пулкаласах тӑчӗҫ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсен черетлӗ сессийӗнче 16 ҫула ҫитмен ачасене аслисемсӗр шыва кӗме чарасси пирки йышӑну тунӑ. Яваплӑхӗ — ашшӗ-амӑшӗ тата ҫул ҫитмен ачасене пӑхса пурӑнакансем ҫинче. Вӗсене РФ административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан Кодексӑн 5.35 статйин 1 пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ, асӑрхаттараҫҫӗ, е 100 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран штраф параҫҫӗ. Ӗҫӗ штраф ҫинче мар. Ашшӗ-амӑшӗн, аслисен ачасем ҫырмасем, кӳлӗсем патӗнче пулнӑ чухне юнашар пулмалла, кӗҫӗннисем шыва кӗнӗ чухне асӑрхасах тӑмалла. Тепӗр чухне тимсӗр пулни нихӑҫан т
Почта ӗҫченӗсен — уяв

Почта ӗҫченӗсен — уяв

Кӑҫал июлӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей почтин кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак кун умӗн почта ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑсем парса хавхалантарнӑ. Елчӗк почтамт начальникне Алина Головинана Чӑваш Республикин юстици ӗҫӗсен Патшалӑх службин Тав хучӗпе чысланӑ. Анат Тимӗрчкассинчи почта уйрӑмӗн начальникне Елена Яковлевӑна ЧР Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Чӗчкенти почта уйрӑмӗн почтальонӗ Людмила Полякова филиалӑн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Округри пур почтальонсене, почта уйрӑмӗсен ӗҫченӗсене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума, ырлӑх-сывлӑхлӑ пулма сунатпӑр.  
Вӑййа тухрӗҫ

Вӑййа тухрӗҫ

Питрав — чӑвашсен авалхи уявӗ. Ҫак кун ҫуллана икӗ пая пайлать тесе шутланӑ, Питрав хыҫҫӑн ҫанталӑк кӗр еннелле сулӑннине палӑртнӑ. Питравра хӗрсемпе каччӑсем юлашки вӑййа тухнӑ: картана тӑрса юрӑсем шӑрантарнӑ, хире тухса ҫерем ҫинче вӑйӑсем вылянӑ. Авалхи йӑла-йӗркене, унӑн илемне ҫамрӑксене кӑтартса парас тӗллевпе Комсомольскинче июлӗн 11-мӗшӗнче вӑййа тухрӗҫ. Аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем, округри культура тытӑмӗн ӗҫченӗсем чӑваш кӗписем тӑхӑнса Пенси фончӗн ҫурчӗ патӗнче карталанса юрӑсем шӑрантарчӗҫ, унтан Завод урамӗпе утса администраци умӗнчи лапама ҫитрӗҫ, уява малалла унта тӑсрӗҫ.   Мероприятие хутшӑнакансем ӗлӗкхи вӑйӑ юррисене шӑрантарчӗҫ, чӑваш халӑх вӑййисене вылярӗҫ, такмак каласа ташларӗҫ. Купӑс сасси пурне те пӗр картана тӑрса юрласа-