Общество

Наградӑсем панӑ

Наградӑсем панӑ

Июлӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗн кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак кун умӗн округ администрацийӗн ларусем ирттерекен  залӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин суйлав комиссийӗн членӗсене уяв ячӗпе саламланӑ, суйлав ӗҫӗнче нумай ҫул тӑрӑшакансене тӗрлӗ наградӑсем панӑ. Ильгамия Адиева — РФ Тӗп суйлав комиссийӗн Тав ҫырӑвне, Миндания Чумарова — ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн Хисеп паллине, Гелия Сафиулина, Николай Ильин, Валентина Иванова, Альфинур Сайфуллова, Надежда Чернова, Екатерина Казакова — ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн Хисеп грамотине, Алена Хораськина, Екатерина Тихонова, Людмила Краснова, Ирина Борисова — ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн Тав хутне, Эльвира Чернова  Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех суйлав

Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ

Июлӗн 25—28-мӗшӗсенче ҫарпа истори клубӗсен тата шырав отрячӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна ентешсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ. Фестивале Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнчен пуҫтарӑннӑ 300 ытла патриотизм клубӗ тата шырав отрячӗ хутшӑннӑ. Кӑҫалхи фестивале Куславкка тӑрӑхӗнчи «Строителям безмолвных рубежей» мемориал ҫывӑхӗнче ирттернӗ. Унта Хусан хӳтӗлев линийӗн пайӗсем паян кунччен те сыхланса юлнӑ. Фестивалӗн тӗп мероприятийӗ Хӗрлӗ Ҫарӑн Белоруссинчи «Багратион» стратегилле тапӑну операцийӗн реконструкцийӗ пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри, Мордва, Мари Республикисенчи, Киров облаҫӗнчи шкул ачисемпе студентсен шырав отрячӗсем, «Авангард» тата «ВОИН» центрсем, «Драконы морей» ҫарпа истори клубӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.   Мероприятие Ҫӗнӗ Мӑрат

Эпир пулӑшма яланах хатӗр

Пирӗн тӑрӑхран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем сахал мар. Хырай Ӗнелте пурӑнакансем вӗсене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗнтен аякра пулсан та вӗсем ентешӗсен пулӑшӑвне туйсах тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытсах тӑратпӑр, пулӑшу кирлӗ пулсан ҫийӗнчех ярса пама тӑрӑшатпӑр. Кашни кунах ялти культура ҫуртӗнче маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫ пырать. Хӗллехи кунсенче ҫак ӗҫе ялти чылай ҫын хутшӑнчӗ. Камӑн пушӑ вӑхӑт пур, сетка ҫыхма килетчӗҫ. Ҫу кунӗсенче те ку ӗҫ чарӑнса ларман. Халӗ ытларах тивӗҫлӗ канӑва кайнисем пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑмӑлтан калаҫса ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пирӗн ял ҫыннисем 60 сетка ҫыхма пултарчӗҫ. Ҫак маскировка хатӗрӗ пирӗн салтаксене питӗ кирлӗ пулнине ял халӑхӗ ӑнланать. Гуманитари пулӑшӑвӗ те чылай ӑсатнӑ. Ку ӗҫе хамӑр ялта пурӑнакансем ҫеҫ мар, ытти х
Вырма вӑй илет

Вырма вӑй илет

Тырӑ пуссисем саралчӗҫ, пучахсем тулса йывӑрланчӗҫ. Эппин, ҫитӗннӗ тыр-пула вӑхӑтра пуҫтарса кӗртесси тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫакна шута илсе округри хуҫалӑхсем хӗрӳ ӗҫе пикенчӗҫ: унта та кунта комбайнсем тырӑ уйӗ тӑрӑх карапсем пек шуса иртни курӑнать. Июлӗн 23-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх, хуҫалӑхсем 745 гектар ҫинчи тулла ҫапнӑ, 2398 тонна тухӑҫ илнӗ. Ку ӗҫ халӗ вӑй илсе кӑна пырать-ха. Хуҫалӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вырмана тухма васкаҫҫӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлесси те ҫуллахи чи хӗрӳ ӗҫсенчен пӗри. Хальлӗхе хуҫалӑхсем 3833 гектар ҫинчи нумай ҫул ӳсекен, 544 гектар ҫинчи пӗр ҫул ӳсекен курӑксене ҫулнӑ, 6255 тонна утӑ, 15498 тонна сенаж янтӑланӑ. Ҫавӑн пекех кӗрхисене акма 2500 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.     

Паян та руль умӗнче

Чӗчкен ялӗнче пурӑнакан Рашид Гибатдинов мӗн пӗчӗкрен шофер пулма ӗмӗтленнӗ. «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ  Р.Тимергалиев, Ш.Шарафутдинов, Р.Айнетдинов тата ытти водительсем руль умӗнче ларса пынине ӑмсанса пӑхнӑ. 1978 ҫулта Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайиччен  ДОСААФӑн  водительсем хатӗрлекен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Саратов облаҫӗнче службӑра пулнӑ. Салтак тивӗҫне пурнӑҫласа таврӑннӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши  Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятире тӑрӑшнӑ. 1980 ҫулсенче «Заветы Ильича» колхоз аталанса пынӑ. Кунти сӗт-ҫу ферминче производство ӳснӗ. Сӗте  тӗрлӗ ҫӗре ӑсатнӑ. Р.Гибатдинов 1984 ҫулта  сӗт турттаракан  автомашинӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех, 33 ҫул, вӑл ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑ. Уяв кунӗ-и, канмалл
Ҫӗнетнӗ автоҫул хута кайӗ

Ҫӗнетнӗ автоҫул хута кайӗ

Ҫӗнӗ те яка ҫулпа машинӑпа пынӑ чухне савӑнса ҫеҫ пыратӑн. Анчах, шел пулин те, кун пек ҫулсем пур ҫӗрте те мар, хӑш-пӗр чухне лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫулсемпе те ҫӳреме тивет. Ку енӗпе лару-тӑрӑва йӗркене кӗртес тесе «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Тукай тата Вутлан ялӗсем патне илсе пыракан ҫула юсас ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ӑна шӑпах «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркене кӗртеҫҫӗ. Юсамалли объект 6,4 километра тӑсӑлать. Ку участокри юсав ӗҫӗсене пӗлтӗрех пуҫланӑ.  «ДорТех» ООО подряд организацийӗн специалисчӗсем ванса пӗтнӗ ҫул сийне хӑпӑтса асфальтӑн ҫӗнӗ сийне хунӑ, шыв юхмалли 4 пӑрӑха юсанӑ. Йӗпенсе тӑракан тӑпраллӑ вырӑнсене тӗпрен юсанӑ, 70 сантиметр хулӑнӑш хӑйӑр сийӗ хурса ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра асфальтӑн ҫие
Тӗрлӗ ҫырла тутаннӑ, варени пӗҫернӗ…

Тӗрлӗ ҫырла тутаннӑ, варени пӗҫернӗ…

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта тахҫанах кӗтнӗ уяв — Ҫырла фестивалӗ пулнӑ. Унта 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Регионти 21 фермер хӑйсем ӳстернӗ хӑмла ҫырлине, ҫӗр ҫырлине, хурлӑхана, хура хӑмла ҫырлине, кӑвак ҫырлана, вӗсен калчисене сутма илсе пынӑ. Кашниех хӑйне килӗшекен ҫырлана тутанса пӑхма, туянма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех десертсем, граффитисем, вазонсем тӑвас, чечек ҫыххисем ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, «Ҫырла ӑсти» кулинари баттлӗ те питӗ интереслӗ иртнӗ. Ҫырла фестивальне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл ҫырла ҫитӗнтерекенсене юлашки ҫулсенче республика правительстви чылай  пулӑшнине, ҫавна май фермерсен шучӗ   ӳссе пынине палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Фермерсен шкулне» пӗтернӗ хастарсене дипломсем панӑ. Кӑҫалхи уявра «Поддержи СВОих» акци те йӗркеленӗ.

Сертификатсем панӑ

Чӑваш Республикин кунне уявланӑ вӑхӑтра Шупашкарта «Я — женщина» конкурс иртни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта пирӗн округри  маттур хӗрарӑмсем те хӑйсемпе паллаштарнӑ. Июлӗн 17-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра конкурса хутшӑнакансене  сертификатсем панӑ. Мероприятире  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Чӑваш Енти хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, ача прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй  А.Н.Федорова пулнӑ. Кӑҫалхи «Я — женщина» конкурсра С.В.Любимова, Е.В.Шуряшкина, Н.Н.Крылова, Р.Р.Садыкова, А.Н. Можаева, Л.Б.Шорникова, Е.В. Яндрова, Л.Г.Белкова, В.П.Данилова, Г.Н.Волкова, И.Н.Алексеева, С.А.Порфирьева, Т.П.Миговорова, О.Г.Такмакова, Н.А.Павлова, И.Р.Корнилова, Д.Г. Зиатдинова, Е.В.Волкова, С.В.Дмитриева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пан

Тӑрӑшнӑ, ҫитӗнӳсем те тунӑ

Эпӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче ҫуралнӑ. Пурнӑҫра хура-шурне нумай курнӑ. Ачалӑх вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекрӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ, тӑхӑнмалли те ҫукчӗ. Темӗнле хӗн пулсан та эпир  колхозра ӗҫленӗ, лайӑххине ӗмӗтленнӗ. Ҫамрӑклах мӑн арҫынсем тӑвакан ӗҫсене пурнӑҫланӑ. 1958 ҫулта салтака кайрӑм. Калинин облаҫӗнче службӑра тӑтӑм. Унти аэродромра самолетсем патӗнче пултӑм. Виҫӗ ҫул ытла ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнтӑм. Колхозра тӑрӑшма пуҫларӑм. Платникре ӗҫленӗ май чылай объекта хута ятӑмӑр. Выльӑх-чӗрлӗх  отраслӗ аталанса пынӑ май фермӑна ӗҫе кӗтӗм. Алексей Яковлевпа «Красный Октябрь» колхозӑн Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи сӗт-ҫу ферминче ӗнесене тулӑх тӑрантарас тӗлӗшпе тӑрӑшрӑмӑр. Липа Кочергова, Анна Ефимова, Лиза Тихонова, Нина Викторова, Анастасия К
Кивӗ шкул вырӑнӗ чуна ҫывӑх

Кивӗ шкул вырӑнӗ чуна ҫывӑх

Кашни ялтах кунта пурӑнакансемшӗн чуна ҫывӑх вырӑнсем пур. Вӗсем ачалӑх, шкул ҫулӗсем, ҫамрӑклӑх, пӗрремӗш юрату ҫинчен аса илӳсене упраҫҫӗ. Историпе, культурӑпа тата вырӑнти йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ кивӗ ҫуртсем, шкулсем, парксем, палӑксем шӑпах ҫакӑн пек вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем унччен кунта пурӑннӑ ҫынсем, пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинчен аса илтереҫҫӗ, чуна хӑйнеевӗр хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Ҫакна асра тытса Павел Зайцев таврапӗлӳҫӗ ял ҫыннисемпе пӗрле Йӑлмахвари пуҫламӑш шкула асӑмлӑ тума шутланӑ. Ҫак шкул 1957-1982 ҫулсенче ӗҫленӗ, шкул ҫуртне 1984 ҫулта пӑснӑ. Ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухса 5 кун хушшинче шкул пулнӑ вырӑна ҫумкурӑкран тасатнӑ, якатнӑ, тирпейленӗ, асӑну чулӗ вырнаҫтарса лартма постамент хатӗрленӗ. Ку ӗҫе ял старости Анатолий Дмитриев, Герман Смирнов, Геннадий Яковлев, Иван Аля