Ҫӗнӗ ҫуртсем, хуралтӑсем ҫӗклемелле пултӑр
Строитель сӑмаха вырӑсларан чӑвашла куҫарсан хайлакан, хывакан, тӑвакан тесе калама пулать. Каламалла та, кашни кунах хуҫалӑхра ял ҫыннин пӗр пӑта та пулин ҫапма тивет. Ку енӗпе ҫеҫ мар, округра пыракан пысӑкрах строительство объекчӗсенчи ӗҫсем пирки те чарӑнса тӑмалла.
Пирӗн регионта вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пуҫаруллӑ проектсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Комсомольски округӗнче кӑҫал 22,238 миллион тенкӗлӗх 28 проекта ӗҫе кӗртмелле пулнӑ. 2024 ҫулхи ҫур ҫулта 8,864 миллион тенкӗлӗх 22 проектпа ӗҫсене пурнӑҫланӑ.
«Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» патшалӑх программипе Комсомольски центрӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе 6,59 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Унта халӗ те ӗҫсем пыраҫҫӗ-ха.
Халӑха пахалӑхлӑ та таса шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшп