Понедельник, 29 апреля

Новости

«Кооператор» 45 çулта

«Кооператор» 45 çулта

  "Кооператор" ООО туса кăларакан продукцие районта çеç мар, республикăра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. "Кунта хатĕрлекен лимонад ачалăха аса илтерет", —палăртаççĕ район çыннисем. Çак кунсенче "Кооператорсем" предприяти ĕçе пикеннĕренпе 45 çул çитнине уявлама пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ тутăллă лимонадсем, минераллă шывсем, улма-çырла сĕткенĕсем, кондитер изделийĕсем... Предприяти туса кăларакан ассортимент чăннипех те пуян. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, тĕнчери пахалăх стандарчĕсене пăхăнса хатĕрленĕ продукцие районти ялсене, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатаççĕ. Пĕр-пĕр хулари магазина кĕрсен "Кооператорсен" продукцине куратăн та чунра ăшă пулса каять: "Ку тавара пирĕн районта туса кăларнă, çавăнпа вăл питĕ тутлă та пахалăхлă", — тесе мухтанас килет. Савăнăçлă мероприятие производство комбинатĕнче
Тинех уйра ĕçсем вĕçленчĕç, эс савăн та мухтан паян

Тинех уйра ĕçсем вĕçленчĕç, эс савăн та мухтан паян

Çĕр ĕçĕ — чи авалхисенчен пĕри, вăл — пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кÿрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и "Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн — пурăнатпăр", — тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти культурăпа кану цент-рĕнче уявларĕç. Ĕçре чи маттуррисене, тăрăшуллисене чысларĕç. Шăпах хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ÿсĕмĕсем пысăк. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе район администрацийĕн экономика, çĕр, пурлăх хутшăнăвĕсен тата ял хуçалăхĕпе экологи уйрăмĕн начальникĕ

20 ноября – День правовой помощи детям

В соответствии с решением Правительственной комиссии по вопросам реализации Федерального закона от 21.11.2011 № 324-ФЗ «О бесплатной юридической помощи в Российской Федерации» с 2013 года ежегодно во Всемирный день ребенка 20 ноября в Российской Федерации проводится Всероссийский день правовой помощи детям. Основная задача проведения Всероссийского дня правовой помощи детям – правовая помощь детям-сиротам и детям, находящимся в трудной жизненной ситуации, а также широкое информирование граждан о возможностях системы бесплатной юридической помощи. К основным целевым группам данного мероприятия относятся: дети-сироты, дети, оставшиеся без попечения родителей, лица из числа детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей, а также их законные представители, лиц

Йĕрке хуралĕнчи ĕç çăмăл мар

Право сыхлавĕн тытăмĕнче сывлăхлисем, çирĕп кăмăллисем, характер енчен вăйлисем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Ку ĕç хавшаккисем валли мар. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче ĕçлекен Владимир Васильев çакна профессие суйланă чухне, паллах, шута илнех. Мĕн ачаран ăна милиционер профессийĕ илĕртнĕ: илемлĕ формăпа çÿресси, йĕркене пăсакансене хирĕç тăрасси, преступлени тăвакансене шыраса тупасси кашни арçын ачанах килĕшет пулĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн каччă салтак атти тăхăннă. Унтан çирĕпленсе, патварланса таврăннăскер, ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе милици уйрăмне çул тытнă. — Ĕçе пикеннĕ чухне милици уйрăмĕ кивĕ çуртра вырнаçнăччĕ, РОВД начальникĕнче Петр Васильевич Лапшин тăрăшатчĕ. Вăл та, ытти опытлă сотрудниксем те çамрăксене сĕнÿ-канашпа пулăшма ялан

Пысăк опытлă сотрудник

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче тăрăшуллă та маттур сотрудниксем ĕçлеççĕ. Опытлă ĕçченсем çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Акă, çак уйрăмра чылай çул тăрăшакан Андрей Марин та куллен ĕçе васкать. Участокри уполномоченнăй пулнă май, кунсерен тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет унăн. Ял çыннисемпе тĕл пулмалла, саккуна пăснă çынсемпе калаçмалла. Полици сотрудникĕ хăйĕн ĕçне чăн та юратать. Мĕн пĕчĕкренех Андрей Валерьевич право хуралĕн ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн участокри аслă уполномоченнăйĕ Андрей Марин ялсенче пурăнакансемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Çавна май вăл вырăнти çынсене кашнине паллать, вĕсен шухăш-кăмăлне те аван пĕлет. Халăха алă тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре самай пулăшать. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех. — Андрей Валер

Ашшĕ пехилленĕ çулпа

Ача чухне хĕр такам та пулма ĕмĕтленнĕ. Мария Семеновна каласа панă тăрăх, чи малтанах вăл тухтăра вĕренсе тухса çынсене сыватас ĕмĕтпе пурăннă. Унăн ашшĕ арманçăра ĕçленĕ. Çавăнпа та вăл хĕрне яланах шут шăрçипе шутласа пулăшма ыйтнă. Мария çак ĕçе çăмăллăнах пурнăçланă. Шут шăрçипе çав тери хăвăрт ĕçленине шута илсе аслă пиччĕшĕпе ашшĕ ăна бухгалтер ĕçне суйласа илме сĕннĕ. Мария вĕсен ĕмĕ-чĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче вĕреннĕ. Алла професси илнĕ хĕре Брянск хулине ĕçлеме янă. Ют хулара нумай ĕçлемен хĕр, Шупашкара таврăннă та Трактор тăвакансен завочĕн столовă-йĕнче 2 çул кассирта тăрăшнă. Шăпа вара Марийăна хулара пурăнма пÿрмен иккен. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, амăшне çăмăл килменрен хĕр тăван яла таврăннă. Амăшĕ 9 т

Ял хуçалăх ĕçне чунтан парăннă

Ял хуçалăх ĕçне чунтан парăннă Вĕçсĕр-хĕрсĕр сарăлса, сарă тинĕс евĕр хумлăн-хумлăн кашласа ларакан тырă уйĕсем, пулса çитнĕ пĕрчĕсен йывăрăшне чăтаймасăр усăнса тăракан пучахсем, "сарă ылтăнпа" туп-тулли тулнă пÿлмесем... Çак ÿкерчĕксем унăн чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçнă, хĕллехи çил-тăманлă каçсенче те вĕсем ун чунне ăшăтса тăраççĕ. Сăмахăм паян 24 çул "Труд" ЯХПК председателĕнче вăй хунă Василий Николаев çинчен. Çичĕ теçетке çула çывхарса пыракан-скер, паянхи кун та ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕпе интересленсех тăрать, ял хуçалăхĕ уншăн темрен те çывăх. Василий Тукай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, кăштахран вĕсем амăшĕпе Аслă Чурачăка куçнă. Çăкăр мĕн тути каланине, ăна ĕçлесе илес тесен чылай тар тăкмаллине пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕ вăл. — Ача чухне питĕ велосипедпа ярăнас килетчĕ.
Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çемье

Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çемье

Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кирек хăш ĕçе те яваплăха туйса, пысăк пахалăхпа пурнăçласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çакна кура, мĕн пур енĕпе илсен, кăтартусем те ÿссех пыраççĕ. Малтисен шутĕнче пуласси вара çакăнта вăй хуракансенчен нумай килет. Акă Тукай ялĕнче пурăнакан Кузьминсен çемйинех илер. Вĕсем ялти хуçалăхра мĕн çамрăкран пуçласа паянхи кунччен чунтан тăрăшаççĕ. Çемье пуçлăхĕ Юрий Васильевич кирек мĕнле ĕçе те тиркемесĕр, тĕплĕн тăвать. Малтан пилорамăра, столярнăйĕнче ĕçленĕ. Халĕ ытти ĕçе пурнăçлама та ĕçчен çыннăн алли килет. Унăн мăшăрĕ Ольга Николаевна та хуçалăхра нумай çул тăрăшать. Вăл — пăру пăхакан. — Выльăхсемпе калаçмасăр ĕçлеме май та çук пулĕ. Пăрусене куçран пăхсанах ăнланатăн. Вĕсене ачашласа йăпататăп, çав хушăрах, ачасене воспитани панă пек, сасă
Тухăç лайăх, плансем пысăк

Тухăç лайăх, плансем пысăк

Тухăç лайăх, плансем пысăк Комсмольские овощи" агрофирмăра кăçал çĕрулми те, ытти пахча çимĕçсем те тĕлĕнмелле пуян тухăçпа савăнтарнă. Предприяти директорĕн çумĕ Василий Андреев пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра пахча çимĕçсем кашни çулах аван çитĕнеççĕ. Кăçал вара тухăç уйрăмах пысăк. Чи савăнтараканни —кишĕр. Тĕрлĕ витаминпа пуян çак çимĕçе хуçалăхра классика мелĕпе — икĕ йĕрпе акаççĕ. Çапла тусан çитĕннĕ çимĕçе комбайнсемпе пуçтарма меллĕ. Агрофирмăра пуçтарса кĕртнĕ пахча çимĕçе лайăх упрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кишĕре холодильникре контейнерсенче упраççĕ. Управра çимĕç валли ла-йăх условисем тунă, вентиляци ĕçлет. Хуçалăхра темиçе сортлă кишĕр çитĕнтереççĕ. "Сильвано" Корея салачĕ тунă çĕре яма лайăх, "Олимп" ваккăн сутнă çĕре каять. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи тухăç кашни гектартан 8
ПЕРЕПИСЬ КАК ДНК РОССИИ

ПЕРЕПИСЬ КАК ДНК РОССИИ

Во Всероссийской переписи населения 2020 года будут участвовать абсолютно все регионы нашей страны, даже самые маленькие и отдаленные населенные пункты. Почему переписи символизируют преемственность Российской империи, СССР и современной России, зачем главное статистическое событие десятилетия изменило фирменный стиль и как пройдет будущая цифровая перепись в канун Дня народного единства рассказал руководитель Росстата Павел Малков.  Всероссийская перепись населения, которая стартует в октябре 2020 года, станет двенадцатой переписью в истории России. Первая всеобщая перепись населения прошла в Российской империи в 1897 году и с этого момента переписи регулярно фиксировали изменения, происходившие в нашем обществе. Шло время, менялись и уходили в прошлое политические системы, но пок