Пятница, 26 апреля

Ашшĕ пехилленĕ çулпа

Ача чухне хĕр такам та пулма ĕмĕтленнĕ. Мария Семеновна каласа панă тăрăх, чи малтанах вăл тухтăра вĕренсе тухса çынсене сыватас ĕмĕтпе пурăннă. Унăн ашшĕ арманçăра ĕçленĕ. Çавăнпа та вăл хĕрне яланах шут шăрçипе шутласа пулăшма ыйтнă. Мария çак ĕçе çăмăллăнах пурнăçланă. Шут шăрçипе çав тери хăвăрт ĕçленине шута илсе аслă пиччĕшĕпе ашшĕ ăна бухгалтер ĕçне суйласа илме сĕннĕ. Мария вĕсен ĕмĕ-чĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче вĕреннĕ. Алла професси илнĕ хĕре Брянск хулине ĕçлеме янă. Ют хулара нумай ĕçлемен хĕр, Шупашкара таврăннă та Трактор тăвакансен завочĕн столовă-йĕнче 2 çул кассирта тăрăшнă. Шăпа вара Марийăна хулара пурăнма пÿрмен иккен. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, амăшне çăмăл килменрен хĕр тăван яла таврăннă. Амăшĕ 9 тĕпренчĕкĕпе тăрса юлнă. Мария тÿрех вырăнти хуçалăхра ĕçлеме пикеннĕ, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: «Восток» колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра, правленин сăнав канашĕнче. Кайран вара маттур хĕре бухгалтер пулма шаннă. Мăшăрĕпе, Иван Артемьевичпа тĕл пулса çемье çавăрнă. Вăл вăхăтра çемье пуçĕ «Восток» колхозра трактористра ĕçленĕ. Çамрăк мăшăр пурнăçра тивĕçĕсене пурнăçланă: йывăç-тĕм пайтах лартнă, çурт хăпартнă, ывăлпа хĕре пурнăç парнеленĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн йăвинчен «вĕçсе» тухса çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Романовсем мăнукпа савăнаççĕ. Йывăç — тымарĕпе, çемье ачисемпе çирĕп теççĕ. Романовсем — чăннипех те пурнăç çулĕпе çирĕп утакан мăшăр. Вĕсен юратнă ĕç пур, ачисемпе мăнукĕ, амăшĕ, тăванĕсем çумра. Кил-çурт пур, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп картиш тулли, сад пахча çимĕçпе, тĕрлĕ чечексемпе пуян. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра!;
Мария Семеновна чăннипех те сатур хĕрарăм. Вăл çынсемпе ăшшăн калаçать, пулăшу ыйтакана яланах алă парса пулăшать. Ырă кăмăллă çын ĕçре те, пурнăçра та маттур. Ахальтен мар шут шăрçипе йăнăшсăр шутлакан хĕрарăма ĕçри тăрăшулăхшăн Хисеп грамоти, Диплом, Тав хучĕ парса чысланă. Унăн пархатарлă ĕçĕ кашнин куçĕ умĕнче. Кĕçех хĕрарăм çур ĕмĕрне хыçа хăварать. Ахаль пурăнса ирттермен вăл çак çулсене. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, çурт хăпартнă, юратнă ĕçне тупнă, çынсен хисепне тивĕçнĕ. Мария Семеновнăн малашнехи кун-çулĕ вăрăм та такăр пултăр, ĕçре çитĕнÿ, çемьере килĕшÿпе юрату хуçалантăр.
Н.ЕРШОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *