Понедельник, 10 февраля

Наши проекты

Нацпроект помогает оптимизировать процессы

Нацпроект помогает оптимизировать процессы

«Мы видим, что участие в нацпроекте «Производительность труда» востребовано среди предприятий республики. В этом году технологии бережливого производства внедряли четыре предприятия: АО «СКБ СПА», ООО «Релематика», ООО «Вурнарский мясокомбинат», ООО «Завод «Агромаш». А всего в проекте участвуют 63 организации, в основном из сфер обрабатывающей промышленности, строительства, транспорта, сельского хозяйства», — рассказал вице-премьер Чувашии Дмитрий Краснов. Так, компания «Релематика» оптимизировала поток производства изделия серии ТОР 300. Это микропроцессорное устройство предназначено для релейной защиты, противоаварийной автоматики, управления, сигнализации и регистрации событий на энергообъектах. Оно используется для создания «интеллектуальных» энергосистем и цифровых подстанций. Око
Ҫӗнӗ шкул пулатех

Ҫӗнӗ шкул пулатех

Комсомольскинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри% юрӑхсӑра тухнӑ 2-мӗш шкул вырӑнне хӑҫан ҫӗнни тӑваҫҫӗ; Икӗ шкулта ӑс пухнӑ ачасем, вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулсан та, пӗр шкулта вӗренни, паллах, майлӑ мар. Ача нумаййине кура вӗренӗве сменӑсемпе йӗркелеме тивет, педагогсен коллективӗшӗн те ҫапла майпа пӗлӳ пани чӑрмавсемлӗ пулни сисӗнет. Комсомольски 2-мӗш шкулне ачасене вӗрентме юрӑхсӑр тесе йышӑннӑранпа иккӗмӗш ҫул кайрӗ. Халӗ вара тинех округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен ҫӗнӗ шкул тӑвас енӗпе ӗҫсем пуҫланасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ. — Ҫакӑн пек пысӑк объектсем тунӑ чухне проект ӗҫӗсене пурнӑҫлама нумай вӑхӑт иртет. Проекта хатӗрленипе ҫеҫ мар, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑлармалла. Ҫакна та кӗске хушӑра пурнӑҫлама пулмасть. Ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ ҫирӗп те тӗреклӗ пултӑр, пӗт

Вырӑнти апат-ҫимӗҫпе паллашнӑ

Нумаях пулмасть пирӗн округра «Чӑваш апачӗ» гастрономи фестивальне йӗркелекенсем хӑнара пулнӑ. Фестивале чӑваш апачӗсен тӗрлӗ енлӗхне, халӑх йӑлисене кӑтартса парас, ҫавӑн пекех республикӑра шалти туризма аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.   Хӑнасем чи малтанах Тукайри Ҫветтуй Архангел Михаил чиркӗвне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Кондратьева кӗтсе илнӗ. Малалла вӗсем Комсомольскине ҫул тытнӑ. «Развилка» кафери шеф-повар Антон Решетников вырӑнти партнерсен продукцийӗнчен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе паллаштарнӑ. Хӑнасем «Слава картофелю» агрофирмӑна та ҫитсе курнӑ. Директорӑн производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Емельянов вӗсене аграри секторӗнчи малта пыракан технологисене кӑтартса панӑ.  Фестивалӗн
Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хӑтлӑхӗ» наци проекчӗ тӗпрен илсен ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине лайӑхлатас, халӑх пурӑнакан вырӑна тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе тимлет. Вӑл «Ипотека», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр», «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ», «Пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр шутне чакарасси», «Таса шыв» проектсемпе ӗҫлет. Пирӗн округра та ҫак проектсене пурнӑҫласа чылай ӗҫ тунӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» программӑпа ҫамрӑк 6 ҫемьене свидетельствӑсем панӑ. Ялта пурӑнакан пӗр ҫын «Ял территорийӗсене комплекслӑ  аталантарасси» программӑпа ҫурт-йӗр тума пулӑшу илнӗ. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене те сертификатсем панӑ. Чӑваш Республикин «Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтересси» саккунне пурнӑҫласа  чылайӑшне ҫӗр уйӑрса панӑ. Элпуҫӗнчи тата Ко
Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Наци проекчӗсене РФ Президенчӗн указӗсене тӗпе хурса 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратеги аталанӑвӗн 13 ҫул-йӗрне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — культура отраслӗ. Чӑваш Енре ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  ЧР культура министрӗ Светлана Каликова министерство коллегийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулта отрасле укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Федераци бюджетӗнчен 2023 ҫулта 405,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Муниципалитет тата хула округӗсене федераци тата республика бюджечӗсенчен 853,8 миллион тенкӗ куҫарнӑ. 2023 ҫулта культура отрасльне ҫӗнетме пурӗ 1 млрд та 173 млн 500 пин тенкӗ янӑ, ҫав шутра патшалӑх учрежденийӗсене модернизацилеме — 338,9 миллион тенкӗ, муниципалитетсене — 834,6 миллион тенкӗ. Асӑннӑ суммӑн пӗр пайӗ пирӗн округри культура