Ҫӗнӗ шкул пулатех
Комсомольскинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри% юрӑхсӑра тухнӑ 2-мӗш шкул вырӑнне хӑҫан ҫӗнни тӑваҫҫӗ; Икӗ шкулта ӑс пухнӑ ачасем, вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулсан та, пӗр шкулта вӗренни, паллах, майлӑ мар. Ача нумаййине кура вӗренӗве сменӑсемпе йӗркелеме тивет, педагогсен коллективӗшӗн те ҫапла майпа пӗлӳ пани чӑрмавсемлӗ пулни сисӗнет.
Комсомольски 2-мӗш шкулне ачасене вӗрентме юрӑхсӑр тесе йышӑннӑранпа иккӗмӗш ҫул кайрӗ. Халӗ вара тинех округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен ҫӗнӗ шкул тӑвас енӗпе ӗҫсем пуҫланасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
— Ҫакӑн пек пысӑк объектсем тунӑ чухне проект ӗҫӗсене пурнӑҫлама нумай вӑхӑт иртет. Проекта хатӗрленипе ҫеҫ мар, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑлармалла. Ҫакна та кӗске хушӑра пурнӑҫлама пулмасть. Ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ ҫирӗп те тӗреклӗ пултӑр, пӗт