Чăваш Ен суйлавçисен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă
Мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
«Чăваш Республикинчи суйлавçăсене чĕререн тав тăватăп. Кашниех гражданла тивĕçне пурнăçлани куçкĕретех. Раççей халăхĕ мăнаçлă çĕршывшăн, ачасен пурнăçĕ малашне те тивĕçлĕ пултăр тесе хăйсен сассисене панă», — тенĕ Михаил Васильевич.
Раççейри ЦИК протоколĕсен 99,75 процентне тишкернĕ хыççăн, Владимир Путиншăн мĕнпур суйлавçăсен 76,67 проценчĕ сасăланă. Раççей Федераци-йĕнче 56 млн яхăн çын Владимир Путин Президент пултăр тесе çирĕппĕн сасăланă.
Чăваш Республикинче суйлава 76,22 процент халăх хутшăннă. Историллĕ пулăм, кун пек пысăк цифра тахçантанпах пулман, мĕнпур суйлавçăсен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă. «Атăлçи федер