Сире Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем, хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун пире пурсӑмӑра та – тӑван республикӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан, Чӑваш Ене хальхи вӑхӑтпа тан утакан тата малта пыракан республика пек курас текен мӗнпур ҫынна – пӗрлештерет.
Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ юратнӑ тӑван ҫӗрӗмӗре нумай ӑру хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата ӗҫӗпе чапа кӑларнӑ. Паянхи Чӑваш Республики – уҫӑ малашлӑхлӑ, хӑйӗн умне пысӑк тӗллевсем лартакан тата вӗсе-не туллин пурнӑҫлакан регион. Ҫакна пурнӑҫӑн кашни сфери пиркиех калама пулать. Эпир ҫӗнӗ шкулсем тӑватпӑр тата халь ӗҫлекен вӗренӳ организацийӗ-сене ҫӗнететпӗр, социаллӑ учрежденисем уҫатпӑр, производствӑсемпе ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелетпӗр. Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗ