Хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем, хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун пире пурсӑмӑра та – тӑван республикӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан, Чӑваш Ене хальхи вӑхӑтпа тан утакан тата малта пыракан республика пек курас текен мӗнпур ҫынна – пӗрлештерет.
Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ юратнӑ тӑван ҫӗрӗмӗре нумай ӑру хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата ӗҫӗпе чапа кӑларнӑ. Паянхи Чӑваш Республики – уҫӑ малашлӑхлӑ, хӑйӗн умне пысӑк тӗллевсем лартакан тата вӗсе-не туллин пурнӑҫлакан регион. Ҫакна пурнӑҫӑн кашни сфери пиркиех калама пулать. Эпир ҫӗнӗ шкулсем тӑватпӑр тата халь ӗҫлекен вӗренӳ организацийӗ-сене ҫӗнететпӗр, социаллӑ учрежденисем уҫатпӑр, производствӑсемпе ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелетпӗр. Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсем хушшинче Чӑваш Республики яланхиллех темиҫе ҫул-йӗр енӗпе «пилотлӑ» регион пулса тӑрать. Шкулсемпе ача сачӗсене тӗпрен юсамалли анлӑ программӑна Чӑваш Ен ҫӗршыври регионсем хушшинче пӗрремӗш пулса хута ячӗ, ESG-технологисен ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене алла илме пуҫларӗ. Республика ҫавӑн пекех Раҫҫейре пӗрремӗш пулса экологишӗн сиенлӗ мар чӗркемсен производствине хута яма хатӗрленет, импорта улӑштармалли технологисене ӗҫе кӗртес енӗпе ӗҫлет, энергетикӑра цифра технологийӗсене хастаррӑн алла илет.
Кӑҫал Республика кунне «Ентешлӗх – хӑват» девизпа уявлатпӑр. Ентешлӗхӗн пӗрлештерекен вӑйӗнчен хӑватлӑраххи урӑх нимӗн те ҫук, вӑл пире хӑв ҫуралса ӳснӗ ҫӗре юратмаллине, тӑван чӗлхене хисеплемеллине, атте-ан-непе асаттесен тата мӑн асаттесен ырӑ йӑли-йӗркине сума сумаллине ытар-лӑн ӑша хывтарать. Пӗр-пӗрне пулӑшассине тӗп вырӑна хуракан йӑла-йӗркемӗрпе ӗҫченлӗхӗмӗр пире тӑнӑҫ ӗҫлев анинчи кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ. Пирӗншӗн нимрен хаклӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑра – Чӑваш Республикипе аслӑ Раҫҫее – пӗтӗм чунтан юратнине малашне те хамӑр ӗҫсемпе ҫирӗплетсе парӑпӑр.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче эпир чӑваш халӑхне мухтава кӑларнӑ, хальхи тулӑх пурнӑҫпа малалашнехи аталану валли ҫирӗп никӗс хывнӑ ҫынсене чыслӑн асра тытатпӑр, тав туса сума сӑватпӑр. Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫи-тӗнӳсем вара пирӗнтен, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗмӗртен килеҫҫӗ. Хамӑрӑн пуян аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сых-ласа упраса тата малалла аталантарса эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн юратнӑ республикӑна пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса тӑракан тата чечекленекен хутлӑха ҫавӑрма пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата Чӑваш Ен мухтавӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗ-нӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев