Тавралăх таса пулни – хамăршăн
Вараламан вырăнта çеç таса тенипе кашниех килĕшет пулĕ. Паянхи кун экологи проблемисем питĕ çивĕч, этем кулленхи пурнăçра нумай çÿп-çап туса кăларать, унпа тавралăха варалать. Хăшĕ-пĕрисем пĕр шухăшсăрах кил-тĕрĕшри хыт каяшсене çырма-вăрман таврашне кайса пăрахаççĕ пулсан, теприсен вара çакна курсан чунĕсем ыратаççĕ, таврари йĕркесĕрлĕх вĕсене питĕ пăшăрхантарать.
Нумаях пулмасть редакцие Урмаел ял тăрăхĕнчи çÿп-çап свалки çинчен пĕлтерчĕç те, эпир çула тухрăмăр. Урмаелпе Тукай Мишер ялĕсем хушшинчи хирте, шыв управĕ пулнă вырăнта чăнах та çĕрсе выртакан хыт каяшсен шăрши аякранах сăмсана кĕрет. Çывăхарах пырсан вара куç умне çÿп-çап куписем пулчĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта;! Хăрăк турат куписем, çÿп-çап тултарнă михĕсем, çĕрсе выртакан çĕрулми, усал шăршă саракан выльăх-чĕрлĕ