Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç
Августăн 6-мĕшĕнче районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿ канашлăвне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Канашлу маттур та хастар ĕçлекенсене чысланинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе "Восток" ЯХПК" бухгалтерне Мария Романовăна, Светлана Белкова бригадира, "Рассвет" ЯХПК склад заведующине Мария Ельтемеровăна, Петр Павлов лаша пăхакана, "Сюрбеево" ООО бухгалтерне Дилюза Тазетдиновăна, Н.И.Васильев фермер хуçалăхĕн бухгалтерне Тамара Ша