Воскресенье, 28 апреля

Автор: Редакция

Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пăшăрхантарать. Шел пулин те, çынна çăмăллăн ĕненекенсем вĕсен серепине наччасрах лекеççĕ. Кăçал районта, республикăра ултавçăсенчен хур курнă тĕслĕхсем сахал мар. Мĕнлерех схемăсемпе ĕçлеççĕ çын шучĕпе пуйма тăрăшакансем, ытларах хăш тĕслĕхсенче улталанать халăх? Преступниксемшĕн чи лайăх мел — Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна картта çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ. Тата тепĕр тĕслĕхре тавар шыракан "Instagram" ресурс урлă спорт таварĕсем вырнаçтарнă хыпара курсан сутуçăпа çыхăннă, вăл калакан картта çине укçа-тенкĕ куçарса панă. Анчах шанта
Хутпа перекетлĕ усă курар

Хутпа перекетлĕ усă курар

"Хутпа вырăнлă усă курма вĕренер!" — çапла девизпа иртет Пĕтĕм тĕнчери "хутсăр" кампани. Вăл çулсерен кĕркунне пулать. Малтан ăна пурте октябрĕн тăваттăмĕш кĕçнерникунĕнче йĕркеленĕ, 2015 çулта хăш-пĕр çĕршывсем çак куна ноябрь уйăхне куçарнă. Пирĕн çĕршывра Хутсăр куна йăлана кĕнĕ йĕркепех паллă тăваççĕ. Кăçал вăл октябрĕн 24-мĕшне лекрĕ. Çак кун экономикăн тĕрлĕ тытăмĕнче тăрăшакан организацисем хутпа вырăнсăр усă курассине чакарассипе çыхăннă пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, хута перекетлеме ирттерекен акцисене хутшăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери хутсăр кунăн тĕллевĕ — çутçанталăк ресурсĕсене перекетлемелли çинчен аса илтересси, паянхи кун хутпа усă курмасăрах тĕрлĕ ĕç тума май паракан технологисем çине ытларах тимлĕх уйăрма хистесси. Çакăн пек акци çутçанталăкшăн çеç мар, тĕрлĕ организацисемшĕн т

Чĕрĕп мĕнле хĕл каçать

Çулла пирĕн садра час-часах чĕрĕпсене курма пулать. Мăнук вĕсене тĕл пулсан питĕ савăнать: "Чĕрĕп мĕн çисе пурăнать; Хĕлле вăл ăçта каять?" — тесе ыйту хыççăн ыйту парать. Чĕрĕпсен пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех çырса пĕлтереймĕр-ши? /Çыруран/. Чĕрĕпсем час-часах садсенче пурăнаççĕ, унта вĕсем улма-çырлана сиенлекен тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тăранаççĕ. Сăмахран, вĕсем çумăрсен вăхăтĕнче нумайланса каякан йĕпе хуртсене /слизень/ питĕ кăмăллаççĕ. Унсăр пуçне нăрăсене, хурт-кăпшанкăсен личинкисене, шăшисене, улиткăсене, моллюсксене, шапасене, калтасене тытса çиеççĕ. Чĕрĕпсем сăпса йăвисене аркатса вĕсене çисе яма та пултараççĕ. Вĕсен организмне сăпсасен наркăмăшĕ нимĕнле те витĕм кÿмест, çĕлен сăхни те чĕрĕпшĕн сиенлĕ мар. Чĕрĕпсем тĕттĕмленсен сунара тухаççĕ. Вĕсем питĕ лайăх илтеççĕ, шăршăсене в
Вăрман шар ан куртăр пушартан

Вăрман шар ан куртăр пушартан

Нумаях пулмасть иртнĕ ларура РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен вăрмана хÿтĕлессипе ăнăçлă ĕçлекен регионсен шутне кĕнине пĕлтернĕ. Çак регионсене тĕрлĕ енлĕн, çав шутра укçа-тенкĕпе те, хавхалантармаллине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев вăрмансене вут-кăвартан хÿтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май республикипе ку енĕпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. 2018 çулта республика бюджетĕнчен уйăрнă 45,7 миллион тенкĕпе çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăрмана кĕрсе пушар сÿнтермелли 9 автоцистерна, пĕчĕк 6 патруль комплексĕ, кустăрмаллă 7 трактор тата 5 плуг туяннă. Çавăн пекех ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕ валли Шевроле-Нива 11 автомашина туяннă. Вĕсем инкек тухма пултаракан вырăнсене пăхса çÿре
Йывăçсене хĕле хатĕрлетпĕр

Йывăçсене хĕле хатĕрлетпĕр

СИПЛЕТПĔР Кĕркунне, çанталăк шăнтиччен, йывăç тунине тимĕр щеткăпа тасатмалла, «сурансене» варпа сĕрмелле. Ăна килте те хатĕрлеме май пур: 200 г ăвăса, 250 г солидола, 50 г хыр сухăрне ирĕличчен уйрăмшар ăшăтмалла. Унтан банкăра хутăштармалла. Ытлашши çăра пулсан шыв «мунчинче» ăшăтса ÿсен-тăран çăвĕ хушмалла. Шĕвеккине çăралатма йывăç кĕлне алласа ямалла. Çав хутăшпа йывăç «суранне» — хуçăлнă, каснă, çурăлнă вырăна — сĕрмелле. Пысăк мар «сурана» марганцовка шĕвекĕпе те сиплеме юрать. ШУРАТАТПĂР Йывăçсене /улмуççи, слива, груша/ хĕл лариччен шуратсан аван. Мĕншĕн тесен вĕсемшĕн хĕллехи хĕвел çути сиенлĕ. Çанталăк вылянса тăрсан — шартлама сивĕ хыççăн сасартăк ăшăтса ярсан — сĕткенĕ шăнма, хуппи çуркаланма пултарать. Шăшипе мулкач та шуратнă йывăç тунине тĕкĕнмеççĕ. Анчах çак ĕçе çанталă

Михаил Игнатьев посетил Центр цифрового образования детей

24 октября Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Канаше ознакомился с работой Центра цифрового образования детей «IT-Куб. Канаш», созданного на базе Канашского педагогического колледжа, посетил учебные классы, пообщался с обучающимися и их наставниками. Центр образован в этом году в рамках реализации регионального проекта «Цифровая образовательная среда» и является площадкой дополнительного образования и интеллектуального развития детей и подростков в сфере современных информационных и телекоммуникационных технологий. На первом этаже здания ребята осваивают навыки программирования. Обучение ведется по направлениям «программирование на Python» (Яндекс. Лицей) и «мобильная разработка» (IT ШКОЛА Samsung). В дальнейшем планируется обучение по 7 направлениям, востребованным в этой сфере. На

Хаçат-журнал кашни килте пултăр

Аслă Чурачăк ялĕнчи почта уйрăмĕнчен нихăçан та çын татăлмасть. Халăх иртсе çÿрекен вырăнта вырнаçнине пула, ватти те, çамрăкки те кĕрсе тухать унта. — Халăх пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа кĕрет. Пĕрисен газ укçи, электроэнергишĕн тÿлемелле, теприсен посылка ямалла е ăна алла илмелле. Виççĕмĕшĕсем вара пирĕн пата кулленхи таварсене туянма кĕреççĕ. Хаçат-журнал çырăнма, туянма кĕрекенсем те сахал мар. Эпир халăх ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Халĕ çырăнтару тапхăрĕ хĕрÿ пырать. Çынсем ытларах район хаçатне çырăнаççĕ, çав вăхăтрах республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсемпе те кăсăкланаççĕ. Чи вуланаканнисен шутне "Чăваш хĕрарăмĕ", "Çамрăксен хаçачĕ", "Хресчен сасси. Кил", "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçатсене кĕртес килет, — тет почта начальникĕ Наталья Шуряшкина, вырăнти ĕç-хĕлпе пал

Михаил Игнатьев ыйтусем çине хуравланă

Октябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен кăсăклă ыйтăвĕсем çине Наци радиовĕпе, Тăван радио тÿрĕ эфирĕсенче хурав панă. Чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ региона пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыма витĕм кÿрекен программăн проекчĕ пирки каласа панă. Михаил Игнатьев кăçалхи ял хуçалăх, уй-хир ĕçĕсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă радио итлекенсене. Строительство ыйтăвĕ, граждансен пуçаруллă проекчĕсем, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннă ыйтусем те самай хускатнă уçă калаçура. Пĕр сăмахпа каласан, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки чылай кăсăклă ыйтусене тапратнă радио хумĕсем çинче. Михаил Игнатьев 2015 çулта "Пĕрле пурăнмалла — пĕрле ĕçлемелле" программа пурнăçа анлăн кĕнине асăннă. Халăх программи, чăнласах та, çав те

Шкул — 25 çулта

1994 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсем пĕрремĕш хут уçăлса ачасене йыхравланă. 25 çул ĕнтĕ вăл ачасене кĕтсе илет, вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Чĕрĕк ĕмĕрте 1458 вĕренекен çак шкултан вĕренсе тухнă, вĕсенчен 81-шĕ — ылтăн медале, 79-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Паянхи кун шкула 16 ялти ачасем çÿреççĕ. Пурĕ кунта — 477 вĕренекен. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисен пĕр ушкăнĕ ĕçлет. Шкулта — 32 педагог, вĕсенчен чылайăшĕ 25 çул тăршшĕпех кунта тăрăшать. Вĕсен йышĕнче: Л.П.Абрамова, Л.В.Алексеева, Л.П.Алексеева, И.Х.Басырова, Ф.В.Гаврилов, С.Г.Индюкова, В.Г.Краснова. Кашни педагог çинченех ăшă сăмахсем калама пулать. Вĕсенчен 20-шĕ — аслă, 8-шĕ — пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Шкулта Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ 8 ĕçченĕ, ЧР Культура тава тивĕ
Мала тухнă

Мала тухнă

Пĕтĕм Раççейри "Моя малая Родина" конкурс 10-мĕш çул ĕнтĕ пултаруллă çамрăксене хăйсен несĕлĕсем, йăли-йĕркисем çинчен Раççейĕпех пĕлтерме йыхравлать, культура пуянлăхне пулас ăрусем валли упраса хăварма чĕнет. Çак кунсенче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕм Раççейри "Верим в село! Гордимся Россией" VI фестивальте çĕнтерÿçĕсене Дипломсем тата хаклă парнесем парса чысланă. Конкурс çĕнтерÿçисен шутне Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Фензиля Шакурова /ертÿçи — З.Г.Гибатдинова/ та кĕнĕ. Вăл "Халăх пултарулăхĕн йăлисене тата илемлĕ культурăна упраса хăварасси тата аталантарасси" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.