Четверг, 25 апреля

Михаил Игнатьев ыйтусем çине хуравланă

Октябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен кăсăклă ыйтăвĕсем çине Наци радиовĕпе, Тăван радио тÿрĕ эфирĕсенче хурав панă.
Чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ региона пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыма витĕм кÿрекен программăн проекчĕ пирки каласа панă.
Михаил Игнатьев кăçалхи ял хуçалăх, уй-хир ĕçĕсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă радио итлекенсене. Строительство ыйтăвĕ, граждансен пуçаруллă проекчĕсем, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ тытăмĕпе çыхăннă ыйтусем те самай хускатнă уçă калаçура. Пĕр сăмахпа каласан, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки чылай кăсăклă ыйтусене тапратнă радио хумĕсем çинче.
Михаил Игнатьев 2015 çулта «Пĕрле пурăнмалла — пĕрле ĕçлемелле» программа пурнăçа анлăн кĕнине асăннă. Халăх программи, чăнласах та, çав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Тăватă çул хушшинче чылай ĕç пурнăçланнă: шкулсем, ача сачĕсем, ФАПсем, спорт комплексĕсем, культура çурчĕсем сахал мар çĕкленнĕ регионта.
Чи хумхантаракан ыйтусенчен пĕри — халăха «сăрă схемăпа» ĕç укçипе тивĕçтерни. Вăтамран 160 пин çын çак схемăпа шалу укçи илет. Паллă, ватăлсан, пенси çулĕсене çитсен вĕсем тивĕçлĕ пенси укçи те илеймĕç.
Яланхиллех халăха çул-йĕр ыйтăвĕ те хумхантарнă. Культура çурчĕсене юсасси те кун йĕркинчех тăнă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси хăйне евĕр ыйту. Кун пирки халăх ырланă, тавралăхра чăнласах та, тирпейлĕх хуçаланнине çирĕппĕн пĕлтернĕ регион ертÿçи.
Транспорт реформи пирки сăмах пуçарнă май, Михаил Игнатьев çапла каланă: «Пирĕншĕн граждансем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Предпринимательсем тепĕр чухне пассажирсен сĕнĕвĕсене шута илесшĕнех мар. Халăх ĕçе кайнă чухне е тата ĕçрен таврăннă чухне маршрутсене ытларах çÿреттермелле. Халăхăн транспорта вăраха кайса кĕтсе тăмалла мар. Пирĕн тĕллев — халăх ыйтăвне тивĕçтересси».
Сехет çурă тăсăлнă уçă калаçура Михаил Игнатьев пĕтĕмпе 20 ыйту çине хурав парса ĕлкĕрнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *