Чĕрĕп мĕнле хĕл каçать

Çулла пирĕн садра час-часах чĕрĕпсене курма пулать. Мăнук вĕсене тĕл пулсан питĕ савăнать: «Чĕрĕп мĕн çисе пурăнать; Хĕлле вăл ăçта каять?» — тесе ыйту хыççăн ыйту парать. Чĕрĕпсен пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех çырса пĕлтереймĕр-ши?
/Çыруран/.
Чĕрĕпсем час-часах садсенче пурăнаççĕ, унта вĕсем улма-çырлана сиенлекен тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тăранаççĕ. Сăмахран, вĕсем çумăрсен вăхăтĕнче нумайланса каякан йĕпе хуртсене /слизень/ питĕ кăмăллаççĕ. Унсăр пуçне нăрăсене, хурт-кăпшанкăсен личинкисене, шăшисене, улиткăсене, моллюсксене, шапасене, калтасене тытса çиеççĕ. Чĕрĕпсем сăпса йăвисене аркатса вĕсене çисе яма та пултараççĕ. Вĕсен организмне сăпсасен наркăмăшĕ нимĕнле те витĕм кÿмест, çĕлен сăхни те чĕрĕпшĕн сиенлĕ мар. Чĕрĕпсем тĕттĕмленсен сунара тухаççĕ. Вĕсем питĕ лайăх илтеççĕ, шăршăсене вăйлă уйăраççĕ. Çапла çĕр айне пытаннă нăрра е ăмана та сиссе чавса кăлараççĕ. Унсăр пуçне çак чĕрчун, çын çумĕнче пурăнса, сĕт ĕçме, пĕçернĕ çĕрулми е çăкăр çиме те пултарать.
Чĕрĕп хĕле валли апат хатĕрлесе хума пултараймасть, çавăнпа та вăл хĕлле ыйха путать. Çулла тăршшĕпе пуçтарăннă çу ăна сивĕсене чăтса ирттерме май парать. Кĕркунне, сивĕсем пуçлансан, чĕрĕпсем тарăн шăтăк чаваççĕ, унта типĕ çулçăсем хураççĕ те кĕрсе выртаççĕ. Çывăрнă чухне вĕсен кĕлеткин температури 1,8 градус таран чакать. Çапла вĕсем апатсăрах 240 кун таран çывăрма пултараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *