Автор: Редакция

Открыт центр по сбору гуманитарной помощи для беженцев

Открыт центр по сбору гуманитарной помощи для беженцев

В районном Доме культуры ( село Комсомольское, ул. Ленина, дом 8.) открыт центр по сбору гуманитарной помощи для беженцев из ЛНР и ДНР. Он будет работать до особого распоряжения с 8:00 до 17:00 ежедневно, кроме воскресенья. ⠀Что можно приносить? - продукты питания (чай, сахар, мука, крупы, консервы); - воду бутилированную (объемом от 0,5 до 25 литров); - сухое детское питание (смеси); - одноразовую посуду; - средства личной гигиены (мыло, зубная паста, зубные щетки, туалетная бумага, средства женской гигиены, влажные салфетки, детские подгузники); - полотенца и постельные принадлежности (одеяла, подушки, простыни); - детские канцелярские принадлежности (раскраски), книги и игрушки; -теплые вещи. Все предметы должны быть новыми, в цельной упаковке и с этикетками,

Ватти-вĕтти те — стартра

Февралĕн 26-мĕшĕнче районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» массăллă спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Ирхине çумăрпа хутăш юр çуни те спортсменсен кăмăл-туйăмне пăсаймарĕ, йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем пурте старта тăчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. Вăл пурне те çирĕп сывлăх, йĕлтĕрпе чупса савăнма, дистанцие ăнăçлă парăнтарма сунчĕ. Чăваш Ен спорт министерствин представителĕ, олимп резервĕн шкулĕн директорĕн çумĕ Людмила Веселова сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнакансене, йĕлтĕр спортне юратакансене, ăмăртакансене хавхалантарма килнисене тата мероприяти йĕркелÿçисене саламларĕ. «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов йĕлтĕр спорчĕн уявĕпе саламласа пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хастарлăх сунчĕ. Спорт ветеранĕ Василий Пундяков мероприятие килнисене саламланă май ашшĕ-а

Çирĕп кăмăл — çитĕнÿсен никĕсĕ

«Кĕтне» ФСК — районти спорт пурнăçĕн, аталанăвĕн центрĕ. Кунта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусемпе турнирсем иртеççĕ. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытакансемшĕн те, ÿт-пĕвне çирĕплетес тĕллевлисемшĕн те пĕтĕм услови пур кунта. Йăр та яр ярăнма катока тасатсах тăраççĕ. Унсăр пуçне коньки çук пулсан кунтах вăхăтлăх илме пулать. Пĕлтĕр юсаса çĕнетнĕ бассейн алăкĕсем те шывра ишме кăмăллакансемшĕн яланах уçă. Тивĕçлĕ канурисем спорт комплексĕнче кашни кун пĕрер сехет сывлăхĕсене тÿлевсĕр çирĕплетме пултарни те аван. — Ман пурнăçра спорт яланах пысăк вырăн йышăннă. Ача чухне пушă вăхăтра юлташсемпе çулла мечĕк хăвалаттăмăр, велосипедпа ярăнаттăмăр, шывра ишеттĕмĕр, хĕлле коньки-йĕлтĕр çине тăраттăмăр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра физкультура чи юратнă уроксенчен пĕри пулнă маншăн. Салтак службире те

Малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

Выльăх-чĕрлĕх производстви ÿсентăран отраслĕпе тачă çыхăннă. Уй-хиртен тухăçлă продукци туса илмесĕр выльăх апачĕ çителĕклĕ таран хатĕрлеймĕн. Иртнĕ çул çĕр ĕçченĕсене çăмăлах килмерĕ. Шăрăх çанталăк тăнине пула акнă культурăсем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Çавăнпа та туса илнĕ продукци калăпăшĕ виçĕмçулхинчен сахалрах пулчĕ. Апла пулин те «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварма пултарчĕç. Тĕпрен илсен çак шухăшсене палăртрĕ кооператив председателĕ В.Г.Михеев хуçалăхăн отчетлă пухăвĕнче. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ районта выльăх-чĕрлĕх чи йышлă тытакан предприятисенчен пĕри. Кунта сăвакан ĕнесен шучĕ çеç 293 пуç /районта чи нумаййи/. Кунсăр пуçне пăрусем, самăртакан мăйракаллă шултра выльăх чылай. Вĕсене пăхса усра

Иртнĕ çулхи аталанăва тишкерчĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç

Февралĕн 22-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2022 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова, физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере, залра йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Чи малтанах вĕсем Цифра тата гуманитари профилĕсемлĕ центрсенче — «Ÿсĕм вырăнĕсенче» — ăс пухакан вĕренекенсен ăсталăхĕпе паллашрĕç. Кунта, паллах, тĕлĕнмелли те, курмалли те чылай. Ачасем шкулта тĕрлĕ енлĕ атала

Шăматкун – Раççей йĕлтĕр йĕрĕ

Çитес шăматкун, февралĕн 26-мĕшĕнче, спортпа туслисене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» йăлана кĕнĕ чупу пуçтарать. Районта çак ăмăрту Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртĕ. Старта тухакансен 11.00 сехетрен кая юлмасăр вăрман хĕррине çитмелле. Чупăва 11.00 сехетре уçаççĕ, стартсем 11.30 сехетре пуçланаççĕ. Чупăва ача сачĕсен воспитанникĕсем, шкул ачисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Спортсменсен QR-код е вакцинаци туни çинчен калакан сертификат пулмалла. Асăннă документсем пулмасан коронавируспа чирлесе ирттерни çинчен е коронавирус çукки çинчен калакан ПЦР-тест е сертификат кирлĕ. 18 çула çитменнисене справкăсем кирлĕ мар. Пурин те хăйсемпе пĕрле хÿтлĕх хатĕрĕсем пулмалла. ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.
33 çемьен ылтăн туй

33 çемьен ылтăн туй

Çирĕп те туслă çемье обществăн тĕрекĕ. Килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ, çĕршывшăн кирлĕ çынсем çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ çемье çуралнине регистрациленипе пĕрлех 50 е ытларах çул алла-аллăн килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене юбилейсемпе чысласси те йăлана кĕнĕ. Чăваш енти ЗАГС органĕсем пуçтарса хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх кăçал 528 мăшăр «ылтăн» /50 çул пĕрле пурăннине/ паллă тăвать. Çак йышран 33 мăшăр пирĕн районта пурăнать. Хырай Ĕнелĕнчи Башкировсем, Дьяконовсем, Çĕнĕ Сĕнтĕрти Зайцевсем, Элпуçĕнчи Сметанинсем, Хирти Выçлинчи Розовсемпе Зайцевсем, Комсомольскинчи Мельниковсем, Ишмуратовсем, Букрееевсем 5 теçетке килĕштерсе пурăнаççĕ. Никитинс

Агрофирма ĕçĕпе паллашнă

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Слава картофелю» агрофирма» ООО-на та çитсе курнă. Вăл çĕрулми тата пахчаçимĕç туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен республикăри чи пысăк предприяти, Раççей шайĕнче те лайăххисен йышĕнче тăрать. Кунта иртнĕ çул 4200 тонна вырнаçмаллăх çĕрулми хранилищи тума пуçланă. «Ăна кĕске вăхăтра хута ярас тесе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Строительство 166 миллион тенке кайса ларчĕ. 4680 тăваткал метр пысăкăш хранилищăн 60 процентне фасовка центрĕ йышăнать. Оборудованисене çулла туяннă, çывăх вăхăтра вĕсене хута яма тăрăшатпăр. Ун хыççăн кунта сезонта 9600 тонна продукци суйласа, çуса ятарлă пакетсем çине тултарса сутлăха ăсатма пуçлăпăр», — каласа пачĕ агрофирма генеральнăй директорĕ Хассиятулла Идиатуллин. Предприяти «иккĕмĕш çăкăр» тата пахчаçимĕç туса илмелли çĕнĕ, малта пыра