Çирĕп кăмăл — çитĕнÿсен никĕсĕ

«Кĕтне» ФСК — районти спорт пурнăçĕн, аталанăвĕн центрĕ. Кунта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусемпе турнирсем иртеççĕ. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытакансемшĕн те, ÿт-пĕвне çирĕплетес тĕллевлисемшĕн те пĕтĕм услови пур кунта. Йăр та яр ярăнма катока тасатсах тăраççĕ. Унсăр пуçне коньки çук пулсан кунтах вăхăтлăх илме пулать. Пĕлтĕр юсаса çĕнетнĕ бассейн алăкĕсем те шывра ишме кăмăллакансемшĕн яланах уçă. Тивĕçлĕ канурисем спорт комплексĕнче кашни кун пĕрер сехет сывлăхĕсене тÿлевсĕр çирĕплетме пултарни те аван.
— Ман пурнăçра спорт яланах пысăк вырăн йышăннă. Ача чухне пушă вăхăтра юлташсемпе çулла мечĕк хăвалаттăмăр, велосипедпа ярăнаттăмăр, шывра ишеттĕмĕр, хĕлле коньки-йĕлтĕр çине тăраттăмăр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра физкультура чи юратнă уроксенчен пĕри пулнă маншăн. Салтак службире те спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, малти вырăнсем йышăннă. Спорта юратнипех професси суйлама вăхăт çитсен физкультура учителĕ пулма тĕллев лартрăм. Пединститутăн физкультура факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илтĕм, — кĕскен каласа пачĕ «Кĕтне» ФСК ĕç-хĕлне ертсе пыракан Евгений Тихонов.
1982 çулта çамрăк специалист тăван района таврăннă. Комсомольски вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă. 1990 çултан район администраци- йĕнче тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче физкультурăпа спорт аталанăвĕ енĕпе тĕрлĕ должноçсенче, тренерта тăрăшнă. Унăн воспитанникĕсем нумайăшĕ олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ. Вĕсем 1-мĕш спорт разрячĕн, спорт мастерĕн кандидачĕн, спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă.
Тренерăн воспитанниксемпе ĕçленисĕр пуçне хăйĕн те пурнăç тăрăшшĕпех вĕренмелле, спортри ăсталăха аталантармалла, туптамалла. Евгений Аркадьевич пушар-практика спорчĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Республика шайĕнчи футбол тата хоккей вăййисемпе йĕркеленĕ турнирсенче пĕрре çеç мар «Чи лайăх вылякан» ята çĕнсе илнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăрăмăшне сикессипе 640 сантиметр инçĕшне сиксе, 100 метр дистанцие 10,5 секкундра парăнтарса паянхи кун та районта нумайăшĕ çĕнтереймен чи лайăх кăтартусемпе палăрнă. Унсăр пуçне Евгений Аркадьевич йĕлтĕрпе чупса тата çăмăл атлетикăра, полиатлонра 1-мĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă. Вăл спорт ăмăртăвĕсенче район чысне те, республика чысне те тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. Теннис вăййинче район командишĕн тупăшнă, республика команди шутĕнче волейбол, футбол, хоккей, вырăс лапти, шашка вăййисенче ăмăртнă. Евгений Аркадьевич çăмăл атлетикăпа ирттернĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи турнирсенче нумайăшĕнче Чăваш Ен спортсменĕсен пĕрлĕхĕнче, çавăн пекех «Буревестник» командăшăн та ăмăрт-нă. 1989 çулта спорт ветеранĕсемпе пĕрле «Спартак» футбол команди шутĕнче Чăваш Ен правительствишĕн çакăн пек паллă спортсменсене — Юрий Суслопарова, Андрей Пятницкие, Ринат Дасаева, Илья Цымбаларе, Виктор Онопкона, Вагиз Хидиятуллина хирĕç Чăваш республикинче вылянă, Мускавра — Ю.Лужков правительствипе тапăнса выляса голсем кĕртнĕ.
Евгений Тихонова спортри çитĕнÿсемшĕн Патшалăх спорт комитечĕн, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисемпе тата медалĕсемпе чысланă. Спортсмен, педагог, тренер «Раççей Федерацийĕн физкультура тата спорт отличникĕ» тата «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» паллăсене тивĕçнĕ. Чăваш республикин пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче ăна «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.
Евгений Аркадьевич директор тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне хĕрсен волейбол командине ертсе пырать. Спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе çĕнтерĕвĕсенче, паллах, тренерсен тÿпи пысăк. Вăл хăйĕн воспитанникĕсене вăйă вăрттăнлăхĕсене вĕрентет, ывăнсан та çĕкленме, лайăх кăтартусем патне ăнтăлма хистет. Чăтăмлăх, çирĕп кăмăл тата тренировкăсенчи тăрăшулăх вара спортра çитĕнÿсем тума пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ертсе пыракан районти ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем республика шайĕнче йĕркелекен ăмăртусенче 1—2-мĕш вырăнсем йышăнаççĕ.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *