Ватти-вĕтти те — стартра

Февралĕн 26-мĕшĕнче районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» массăллă спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Ирхине çумăрпа хутăш юр çуни те спортсменсен кăмăл-туйăмне пăсаймарĕ, йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем пурте старта тăчĕç.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. Вăл пурне те çирĕп сывлăх, йĕлтĕрпе чупса савăнма, дистанцие ăнăçлă парăнтарма сунчĕ. Чăваш Ен спорт министерствин представителĕ, олимп резервĕн шкулĕн директорĕн çумĕ Людмила Веселова сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнакансене, йĕлтĕр спортне юратакансене, ăмăртакансене хавхалантарма килнисене тата мероприяти йĕркелÿçисене саламларĕ. «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов йĕлтĕр спорчĕн уявĕпе саламласа пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хастарлăх сунчĕ. Спорт ветеранĕ Василий Пундяков мероприятие килнисене саламланă май ашшĕ-амăшне ачисене пĕчĕккĕллех сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнма хăнăхтарма, спорт занятийĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ.
Чи малтанах районти ача сачĕсен воспитанникĕсем старта тухрĕç. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Р.Гайнуллова 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, А.Чернов — 2-мĕш, С.Семенова — 3-мĕш. Вĕсем хыççăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, район администрацийĕн уйрăм заведующийĕсем VIP-чупăва тухрĕç.
Ветерансем те ăмăртуран айккинче тăрса юлмарĕç. Арçынсем хушшинче В.Лаврушкин финиша 1-мĕш чупса çитрĕ, Н.Ятманов — 2-мĕш, А.Самаркин — 3-мĕш. Хĕрарăмсем хушшинче Р.Автономова — 1-мĕш, Т.Лапшина — 2-мĕш, Е.Пушкарева — 3-мĕш. Районти шкулсенчи вĕренекенсем хушшинчи ăмăртура 1—4-мĕш классенче вĕренекенсенчен К.Ложков /Шурут шкулĕ/ 1-мĕш вырăн йышăнса палăрчĕ, Р.Кураков /Комсомольски 1-мĕш/ — 2-мĕш, Д.Басников /Комсомольски 1-мĕш/ — 3-мĕш. 2006—2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинчи чупура С.Осипова /Аслă Чурачăк шкулĕ/ 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ, А.Прокопьева /Тăманлă Выçли шкулĕ/ — 2-мĕш, Д.Белкова /Хырхĕрри шкулĕ/ — 3-мĕш. Арçын ачасем хушшинче В.Кудрявцев /Тăманлă Выçли шкулĕ/ финиша 1-мĕш чупса çитрĕ, Н.Казаков /Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕ/ — 2-мĕш, С.Иванов /Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/ — 3-мĕш.
2004—2005 çулсенче çуралнисем хушшиче З. Абзалилова /Шурут шкулĕ/, А.Афанасьева /Комсомольски 2-мĕш/, Е.Шуряшкина /Аслă Чурачăк шкулĕ/, С.Семенов /Шупашкарти электромеханика колледжĕ/, В.Ивановпа А.Алимов /Шурут шкулĕ/ палăрчĕç.
Ăмăртăва хĕрарăмсемпе арçынсем вĕçлерĕç. Малти вырăнсене В.Арсентьева, Л.Можаева, Г.Волкова, З.Тимаев, В.Калашников, Н.Ятманов йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç. Районти культура çурчĕн специалисчĕсем мероприятие пухăннисене юрă-кĕвĕпе çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем спортсменсемпе курма килнисене вĕри чейпе тата кукăльпа сăйларĕç. Хырлăхри уçă сывлăш, ăмăрту лару-тăрăвĕ пурне те савăнтарчĕ.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *