Ҫакӑн пирки Горький чукун ҫулӗн ертӳҫи Сергей Дорофеевский пӗлтернӗ. Пуйӑс «Шупашкар — Канаш» маршрутпа ҫӳрӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал ретропуйӑссем Чулхула облаҫӗнче пур. Вӗсем «Чулхула — Арзамас», «Чулхула — Московский», «Чулхула — Сортировочный» маршрутсемпе ҫӳреҫҫӗ. Удмурт республикинче «Чайковский экспресс» ҫула тухать. Киров хулинче вара Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче ретропуйӑс ҫӳрет.

