Вторник, 13 октября

Пысӑкрах пенси илме пулать

Пысӑкрах пенси илме пулать

Ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫултан кая мар ӗҫленӗ республика ҫыннисем пысӑклатнӑ страхлав пенсине тивӗҫеҫҫӗ. Регионта ӑна паян кун 20 пин ытла пенсионер илсе тӑрать.

Ку пенсие палӑртнӑ чухне ҫак условисене пӑхаҫҫӗ% ҫын ватлӑхпа е инвалидноҫпа страхлав пенсине илсе тӑма тивӗҫ, унӑн ял хуҫалӑхӗнчи стажӗ 30 ҫултан кая мар, ялта пурӑнать, ӗҫлемест. Пурӗ 500 ытла професси ҫынни ҫак пулӑшупа усӑ кураять.

Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх ял стажӗшӗн паракан укҫа ватлӑхпа е инвалидноҫпа паракан страхлав пенсийӗн ҫирӗплетнӗ пайӗн 25 проценчӗпе танлашать. Ӑна кашни ҫулах индексацилеҫҫӗ.

Пенсие ҫакӑн пек майпа пысӑклатас тесен заявлени ҫырмалла. Тепӗр ҫултан пуҫласа вара ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫул ӗҫлени ҫинчен калакан сведенисем Социаллӑ фондра пур пулсан пенсие заявленисӗрех пысӑклатма пуҫлӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *