Вторник, 13 октября

Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ

Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ

Ҫакӑн пирки Горький чукун ҫулӗн ертӳҫи Сергей Дорофеевский пӗлтернӗ. Пуйӑс  «Шупашкар — Канаш» маршрутпа    ҫӳрӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал ретропуйӑссем Чулхула облаҫӗнче пур. Вӗсем «Чулхула — Арзамас», «Чулхула — Московский», «Чулхула — Сортировочный» маршрутсемпе ҫӳреҫҫӗ. Удмурт республикинче «Чайковский экспресс» ҫула тухать. Киров хулинче вара Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче ретропуйӑс ҫӳрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *