Вторник, 13 октября

Контейнер ҫывӑхне тултармалла мар

Контейнер ҫывӑхне тултармалла мар

Тӑван тавралӑх таса та тирпейлӗ пултӑр тесе сахал мар ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Анчах пурӑнакан вырӑна тирпей-илем кӗртме пурте тӑрӑшмастпӑр. Кашни эрнесерен субботниксем йӗркелени те тепӗр чухне  сахал витӗм кӳрет. Пуҫтарса тирпейленӗ  вырӑна наччасрах юхӑнтарса яраҫҫӗ. Ҫакна пӗтӗмпех хамӑр, ҫак таврашра пурӑнакан ҫынсем, тӑватпӑр.

Юлашки вӑхӑтра, тӗслӗхрен, ҫӳп-ҫап пуҫтаракан контейнерсене тата унпа пӗрлех контейнерсен ҫумне  ҫӗрулми, помидор, хӑяр, чечек аврисене тултарса е пуҫтарса хурасси йӑлана кӗчӗ. Пахчара касса тирпейленӗ йывӑҫ тураттисене те ун тавра темӗн чухлех купаласа хураҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап тиеме килнӗ автомашинӑн ӑна епле илсе тухса каймалла-ши? Кун пирки ҫынсем шутламаҫҫӗ те тейӗн. Йывӑҫ тураттисем кӑмакара ҫунаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ вӗсем, авӑрсем навус купи ҫинче ҫӑмӑллӑнах ҫӗрме пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакна округ центрӗнче  пурӑнакан ҫын пӗлмест те тейӗн.

Малашне вара контейнерсем патне ӑпӑр-тапӑр тултарса хуракансене штрафлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ саккун  кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ҫавна май малашне йывӑҫ тураттисене, пахча-ҫимӗҫ юлашкисене контейнер тавра тултарса хума юрамасть. Ҫак йӗркене пӑссан граждансене 3 пин тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсене 60 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. Субботник ирттерсе каснӑ йывӑҫ-туратсене, пуҫтарнӑ типӗ курӑка, ҫулҫӑсене те контейнерсем ҫывӑхне купаламалла мар. Вӗсене хӑвӑр тӗллӗн турттарса тухма пултаратӑр е ҫакӑн пек ӗҫсене пурнӑҫлама ирӗк илнӗ организацисемпе килӗшӳ ҫырса утилизацилемелле.

Таврари илемпе тирпейлӗх хамӑршӑн тетпӗр. Пӗри контейнерсем тавра йывӑҫ-турат купаласан, унтан тепри хӑй хыҫҫӑн тасамарлӑх хӑварсан — кӑштахран хыт каяш турттаракан машинӑсем те контейнерсем ҫывӑхне пырайми пулӗҫ. Яваплӑха туйса, йӗркене пӑхӑнса кӗрхи ҫӳп-ҫапа тирпейлесен вара пахчара ҫеҫ мар, урамра та таса пулӗ. 

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *