Иртнӗ эрнери ҫиллӗ ҫанталӑк хальхинче те пирӗн округра хӑйӗн йӗррине хӑварчӗ. Ҫил-тӑвӑла пула Чӗчкенти тӗп шкул ҫурчӗн тата Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн склачӗн ҫивиттийӗ шар курнӑ, арканнӑ пӗтӗмӗшле лаптӑк 100 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Телее, ҫак тӗслӗхсенче ҫынсем аманни-суранланни пулман.
Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗпе — вӗрентӳ пайӗн начальникӗпе Наталия Комиссаровӑпа лару-тӑрӑва вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, мерӑсем йышӑнма хушу панӑ.
Округ администрацийӗн гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑрусен пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк инкекӗнче тепӗр виҫӗ ҫурт, ҫав шутра пурӑнмалли пӳлӗм те, сиенленнӗ.