«Вербочки» ансамбль  хутшӑннӑ

Октябрӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий пил панипе тӗп хуламӑрта ача-пӑча хорӗсен соборӗ пулнӑ. Унта Раҫҫейри 11 хор коллективӗ хутшӑннӑ.  Ҫав кун 200-е яхӑн ҫын чиркӳ тата чун, ӑс-хакӑл юррисене шӑрантарнӑ.

Ачасемпе ҫамрӑксен халӑхсем хушшинчи «Соловушка» III фестиваль-конкурсӗ ҫумӗнче йӗркеленӗскер, фестиваль Раҫҫейре ХХ ӗмӗрте таса тӗншӗн асап тӳссе вилнӗ ҫынсемпе исповедниксен ячӗпе Шупашкарта лартнӑ чиркӳре иртнӗ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ фестиваль-конкурс икӗ ҫулта пӗрре пулать. Концерта Чӑваш епархийӗн вырсарни шкулне ҫӳрекен ачасем, ҫав шутра Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн «Вербочки» ансамблӗ те, хутшӑннӑ.

— Эпир час-часах тӗрлӗ фестивальсене хутшӑнатпӑр, малти вырӑнсене те пӗрре мар тивӗҫнӗ.  Ҫакӑн евӗр конкурс-концертсем ачасене аталанма пулӑшаҫҫӗ, вӗсен чун-чӗрине хавхалантараҫҫӗ, — тет ансамбль ертӳҫи Ираида Спиридонова.

Курма пынисем ҫав кун Н.Эгинскин, А.Кастальскин, Д.Бортнянскин, П.Чайковскин, А.Эшпайӑн, Ф.Лукинӑн тата ытти композиторсен хайлавӗсемпе, ӑс-хакӑл канчӗсемпе паллашнӑ, Турӑ юррисене итлесе киленме пултарнӑ. 

О.ВОРОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *