Ҫил-тӑвӑл ҫивиттисене сиенленӗ

Иртнӗ эрнери ҫиллӗ ҫанталӑк хальхинче  те пирӗн округра хӑйӗн йӗррине хӑварчӗ.  Ҫил-тӑвӑла пула Чӗчкенти тӗп шкул ҫурчӗн тата Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн склачӗн ҫивиттийӗ шар курнӑ, арканнӑ пӗтӗмӗшле лаптӑк 100 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Телее, ҫак тӗслӗхсенче ҫынсем аманни-суранланни пулман.

Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗпе — вӗрентӳ пайӗн начальникӗпе Наталия Комиссаровӑпа лару-тӑрӑва вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, мерӑсем йышӑнма хушу панӑ.

Округ администрацийӗн гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑрусен  пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк инкекӗнче тепӗр виҫӗ ҫурт, ҫав шутра пурӑнмалли пӳлӗм те,  сиенленнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *