Раҫҫейри кашни ҫынна кӑна мар, пӗтӗм этемлӗхе халӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ, унти-лару тӑру кӑсӑклантарать тесен пӗртте ӳстерсе калани пулмӗ. Ҫулталӑка яхӑн каялла тулли мар мобилизаци йӗркипе пирӗн ҫӗршыври арҫынсен пӗр пайӗ — ывӑлсем, упӑшкасем, аттесем, кӳр- шӗсем — алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑчӗҫ.
Пирӗн вӑхӑтра ун пекки пулма пултарать тесе шутланӑ-ши эпир? Анчах акӑ мӗн пулса тухрӗ … Пӗрисем вӑраха кайнӑ суя чирсем тупрӗҫ, теприсем хӑрушлӑхсӑр ӑшӑ ҫӗрсене тухса кайма васкарӗҫ. Анчах, планета пысӑк пулин те, Тӑван ҫӗршыв пӗрре-ҫке! Чи вӑйлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, харсӑр арҫынсем, повесткӑсем илсе, СВО зонине тухса кайрӗҫ, хӳтӗлевҫӗсен ретне тӑчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫапла кирлине пурте ӑнланаҫҫӗ.
Пирӗн округ арӗсем те ятарлӑ ҫар операцине йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ – ятарлӑ ҫар пӗлӗвӗ илнисем те, мобилизаципе тата хӑйсен ирӗкӗпе кайнисем те. Салтаксем кашни ҫур ҫулта пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗске вӑхӑтлӑх отпуска килеҫҫӗ. Вӑл икӗ эрнене ҫеҫ пырать пулин те, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене кӑштах сывлӑш ҫавӑрмалӑх, ҫемйипе, ҫывӑх ҫыннисемпе тӗл пулса савӑнмалӑх вӑхӑт пур. Акӑ, август уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн ентеш, Комсомольски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Роман Петров та тӑван кӗтесре пулчӗ. Унпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пурнӑҫ условийӗсем ҫинчен, вӗсем тылран мӗнле пулӑшу кӗтнине пӗлес тӗлӗшпе курса калаҫма май тупӑнчӗ. Паллах, унта чи кирли мӗн иккеннипе те интереслентӗм.
— Сыхлӑх, яваплӑх питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хуралта тӑратӑн — халӗ канакансемшӗн эсӗ явап тытатӑн. Эпир Запорожьере Днепр юханшывӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ, тӑшман шывпа, ҫӗрпе е сывлӑшпа пирӗн территорине кӗресрен сыхлатпӑр. Раштав уйӑхӗренпе иккӗмӗш вырӑна куҫрӑмӑр. Кашни ҫӗртех окоп чавса хатӗрлетпӗр. Унта ҫӗр урӑхларах, ҫуллӑрах темелле-и, ҫумӑр ҫусанах пылчӑкланса шутарма пуҫлать.
Украина халӑхӗ хушшинче пирӗн салтаксене ирӗке кӑларакансем ҫине пӑхнӑ пек йышӑнакансем те, курайманлӑх туйӑмӗпе пурӑнакансем те пур. Лару-тӑру лӑпках мар, тӑтӑшах пенӗ сассем илтӗнсе тӑраҫҫӗ, дронсем час-часах тӳпене ҫӗкленеҫҫӗ, ҫӗр те кисренет. Хамӑра та икӗ эренлӗхе ҫапӑҫӑва кӗме тиврӗ, шӗкӗр Турра, пурте тӗрӗс-тӗкелех тухрӑмӑр унтан, — хуравларӗ вӑл.
Романсен чаҫӗнче — Комсомольски, Елчӗк округӗсенчен мобилизациленисем. Вутлан, Ҫӗнӗ Мӑрат, Тӑманлӑ Выҫли, Анат Тимӗрчкасси каччисем пӗрле пулни уйрӑмах чуна ӑшӑтать, ентешсемпе килтен килекен хыпарсене сӳтсе явма та пулать. Юнашарах пушкӑртсем, Краснодар крайӗнчен килнисем тӑраҫҫӗ-мӗн. Салтаксем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ, мӗн кирли йӑлтах пур тесен те юрать. Вӗсене ҫарти ҫи-пуҫпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Ытларахӑшӗ — ҫамрӑксем, 49 ҫултан иртни те пур иккен. Пурнӑҫ условийӗсем пирки ӳпкелешмеҫҫӗ, ҫӗрпӳртсенче пурӑнаҫҫӗ, ҫӑвӑнма мунча та пур. Апатне черетпе хатӗрлеҫҫӗ, тушенка параҫҫӗ, аш-какайне вара хӑйсем туянаҫҫӗ. Тӑван тӑрӑхран яракан гуманитари пулӑшӑвӗ те ҫитет. Хӗлле хамӑр ентешсем вӗсене автомашина, тимӗр кӑмакасем, куллен кирлӗ ытти япаласем ҫитерсе пани уйрӑмах асра юлнӑ.
Ҫарти йӗркене хӑнӑхма Романа 2007—2008 ҫулсенче салтак пӑтти ҫини пулӑшнӑ. Ун чухне вӑл хӗсметре Мускав облаҫӗнчи Котельникинче ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ. Маларах ҫар комиссариачӗ янипе Патӑрьелӗнче вӗренсе водитель удостоверенине илнӗ. Унсӑр пуҫне ҫарта тата стрелок специальноҫне хӑнӑхнӑ, ҫак ӑсталӑх ӑна паянхи кун та питӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ятарлӑ ҫар операцине кайнӑранпа Роман отпуска иккӗмӗш хут килчӗ. Килӗнче ӑна ашшӗпе амӑшӗ, аппӑшӗ, ҫывӑх ҫыннисем чунтан кӗтеҫҫӗ. Тӑван енре сывлӑшӗ те уҫӑрах, ҫилӗ те ачашрах, апачӗ те тутлӑрах, вырӑнӗ те ҫемҫерех-ҫке.
Чи пысӑк савӑнӑҫ вара уншӑн ывӑлӗ пӗрремӗш класа кайни, вӑл Матвея Пӗлӳ кунӗнче пуҫласа шкула ӑсатма пултарни пулчӗ. Ашшӗ шкула пынӑшӑн ывӑлӗ епле савӑннӑ тата! «Командирсем кам хӑйне мӗнле тытнине кура салтаксен отпускне малалла куҫарма та, кая хӑ- варма та пултараҫҫӗ», — терӗ Роман Михайлович. Кӗске вӑхӑтлӑх отпускне малараха куҫарни ҫар ҫыннине телейлӗ самант парнелерӗ.
Ҫак кунсенче Роман Петров каллех ҫар операцине тухса кайрӗ. Юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн, ача-пӑча мирлӗ тӳпе айӗнче ҫитӗнтӗр, ашшӗ-амӑшӗн ывӑлӗсемшӗн текех кулянмалла ан пултӑр тесе фашизма тӗп туса тӗрӗс-тӗкел таврӑнма сунас килет Романа.